Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ çул елкинче савăнчĕç

Элĕкри вăтам шкулта район администрацийĕн пуçлăхĕн Çĕнĕ çул елки иртрĕ. Уява вĕренÿре ĕлкĕрсе пыракан 65 ача пуçтарăнчĕ. Çакăн пек чыса вĕсем районти тата республикăри тĕрлĕ предметсен олимпиадисенче, спорт ăмăртăвĕсенче çĕнтернипе, шкул пурнăçне хастар хутшăннипе тивĕçнĕ.

Пултаруллă та талантлă ачасем умĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Мидуков тата район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Эдуард Николаев калаçрĕç. Вĕренекенсене вĕсем çывхарса килекен Çĕнĕ 2012 çул ячĕпе саламларĕç.

Çĕнĕ çул елкинче илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрарĕ, хитре костюмсем тăхăннă ачасем ташласа савăнчĕç. Хĕл Мучипе Юрпике вара пурне те асамлă юмах тĕнчин атмосферине туса пачĕç.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 декабря 2011
00:00
Поделиться
;