Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Халăх ĕçлет. Çакă чи пахи

Районта ял-хуçалăх предприятийĕсем мĕнле ĕçлени пирки сăмах пуçарсан тÿрех «Новый путь» хуçалăха асăнатпăр. Ку производство кооперативĕ Элĕк Енре чи çамрăкки. Ĕçĕ-хĕлĕпе илсен вара мĕн йĕркеленнĕренпех чи малти. Кăçалхи кăтартусем те çавăн çинченех калаççĕ.

Асăннă хуçалăхра иртнĕ вунă уйăхра кăна пĕтĕмпе 2166,4 тонна, кашни ĕнерен 5416 килограмм сĕт суса илнĕ.

Ку пысăк ÿсĕм хуçалăхри виçĕ ферминче те экономикăллă ăмăрту анлă  сарăлнине, кашни ĕçчен – доярка-и вăл е выльăх самăртакан вăй-хала шеллемесĕр ĕçленине, И. Игнатьев ертÿçĕ, зооветспециалистсем фермăсене тивĕçлипе пулăшнине, çав хушăрах çирĕп ыйтнине те çирĕплетеççĕ. Ăнăçлăх, паллах, малта пыракансен опычĕпе анлă  усă курнинчен, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине промышленность никĕсĕ çинче йĕркеленинчен нумай килет.

Сĕт сăвассипее кăна маар, аш-какай туса илессипе те «Новый путь» хуçалăх районта лидер шутланать. Январь-октябрь уйăхĕсенче кăна пĕтĕмпе аш-какай 247 тонна туса илнĕ. Ку кăтарту ял хуçалăх предприятийĕсем туса илнĕ калăпăшăн 67 проценчĕпе танлашать.

Самăртма уйăрнă выльăхсене зоотехника науки вĕрентнипе тĕпе хурса пăхса усраççĕ. Çавна май вĕсен ÿт хушаслăхĕ те лайăх. Иртнĕ тапхăрта ĕне-выльăхсем талăкра 600-700-шер, сыснасем 500-шер грамм ытла хушăннă.

«Новый путь»  ăратлă выльăхсем кăна ĕрчетекен хуçалăх пулнине те палăртма кăмăллă. Кăçал ку таранччен ăратлă ĕне выльăхсем 40 пуç, сыснасем 250 пуç сутнă.

«Звезда» хуçалăх ĕçченĕсем те кăçал ырă улшăну туни куçкĕрет. Иртнĕ вунă уйăхра пĕлтĕр 244,8 килограмм сĕт суса илнĕ пулсан, кăçал 287,4 килограмм (117,4 процент). Якунекассисем кашни ĕнерен сĕт сăвассине те палăрмаллах ÿстернĕ. Чулкаç фермин ĕçченĕсем пĕлтĕрхи 55 пăру вырăнне 64 пăру илнĕ. Выльăхсене самăртассине лайăхрах йĕркелени те курăнать, вăкăрсем куллен 500-шер грамма яхăн хушăннă. Фермăсем ÿсĕм çулĕ çине тăнинче В. Константинов çамрăк ертÿçĕн тÿпи пысăк.

Ульянов ячĕллĕ хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, йывăрлăхсене пăхмасăр, малаллах кайнине те асăнма кăмăллă. Фермипе 280,6 тонна (106,6 процент) сĕт суса илни, кашни ĕне сĕт антарассине 4008 килограма (106,6 процент)  çитерни - ÿсĕм мăн вылăсемшĕн. «Пирĕн ертÿçĕ С. Порфирьева пултаруллă та çаврăнăçуллă. Вăл ĕçе пĕлсе йĕркелени, хавхалантарни пире лайăхрах ĕçлеме вăй-хал хушать»,- теççĕ ферма ĕçченĕсем. Тĕрĕсех калаççĕ вĕсем. Светлана Александровна хуçалăх тилхепине алла тытнăранпа фермăсенчи условисене палăрмаллах лайăхлатнă. Выльăх-чĕрлĕх çурчĕсене çĕнетнĕ, тĕпрен юсанă çĕрте камăн вăй хурса ĕçлес килмĕ-ха;

«Алмаз» обществăри Г. Денисов ертÿçĕ Фермăсем çинее пысăк тимлĕх уйăрни те яр уççăнах палăрать. Хуçалăхра кăçал аш-какай, сĕт туса илессине те пĕлтĕрхинчен ÿстерни çавна çирĕплетеççĕ.

Шел пулин те, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе района каялла туртса пыракан хуçалăхсем те пур-ха. Юлашки вăхăтра «Правда» хуçалăх кăтартăвĕсем уйрăмах япăхланчĕç. Иртнĕ вунă уйăхра  сĕт туса илесси, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 63 тонна (55,7 процент) чакнă. Иртнĕ çул кашни ĕне 1865 килограмм сĕт антарнă пулсан, кăçал – 1017 килограмм кăна. Самăртма уйăрнă ĕне выльăхсен ÿт хушаслăхĕ те хушăнас вырăнне чакса пырать. Пĕлтĕр ку кăтарту 441 грампа танлашнă пулсан, кăçал – 216 грам çеç. Общество сыснасем ĕрчетессипе ĕçлени лайăх тейĕпĕр. Выльăхсен ÿт хушаслăхĕ пĕлтĕрхи 271 грамран 314 грама çити ÿсни палăрать. Пĕтĕмĕшле кăтартусем вара савăнтармаççĕ. Кĕтÿ йышĕ хушăнса мар , чакса пырать. Пĕлтĕр çак тапхăрта 135 пуç шутланнă пулсан, кăçал 67 пуç кăна. Ун пек чухне çура илесси епле хушăнма пултартăр-ха; 110 пуç таранах чакнă.

Сĕт сăвассипе ăнăçлă ĕçлесе пынă «Родник», «Витязь» обществăсем те кăçал юлса пыраççĕ. «Авангард» хуçалăх пирки те çавнах каламалла. Пĕтĕмпе сĕт туса илессине 8 тонна ытла, ĕнесен продуктивлăхне 250 килограмм чакарнă.

Ял хуçалăхĕ – районти тĕп отрасль. Унăн аталанăвĕ выльăх-чĕрлĕх пăхакансем мĕнле ĕçленинчен уйрăмах нумай килет. Паянхи фермăсен ĕçĕ-хĕлĕ вара тивĕçтермест. Пĕрисем шав малалла талпăнаççĕ Пулсан, теприсем ÿрĕк-сÿрĕк  ĕçленипех çырлахаççĕ. Хальхи пурнăç вара татăклă улшăну тума ыйтать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 декабря 2011
00:00
Поделиться
;