Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хисеплĕ ята 10 çын тивĕçрĕ

Пĕрлехи информаци кунĕнче район администрацийĕнче Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене удостоверенисем пачĕç. Хисеплĕ ята Чăваш Республикин Президенчĕн «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят илме право пур граждансен категорийĕсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн ĕç стажне 40 çула çитернĕ хĕрарăмсем тата 45 çул стажлă арçынсем тивĕçрĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.П.Мидуков тата ЧР юстици министрĕн çумĕ Г.В.Чернова савăнăçлă лару-тăрура ветерансене удостоверенисем пачĕç. Вĕсем район çыннисене хисеплĕ ят илнипе саламларĕç, хăйсен организацийĕсен ĕçне пысăк тÿпе хывнăшăн тав турĕç. Чăваш Республикин ĕç ветеранĕн удостоверенине чи малтан тивĕçнисем вуннăн пулчĕç.

Паянхи куна илсен граждансенчен 205 заявлени илнĕ.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 декабря 2011
00:00
Поделиться
;