Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ырă патне ырă пырать

Çакăн пек пархатарлă шухăш-тĕллевпе иртрĕ анчахрах Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин районти организацийĕн правлени ларăвĕ. Малтанах унта суйлав кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕç.

Инвалидсен вырăнти пĕрлешĕвĕсен ĕçĕ-хĕлне тишкернĕ май Раççейри инвалидсен районти организацийĕн ертÿçи Геннадий Васильевич Ураскилтри, Шĕмшешри, Чăваш Сурăмĕнчи пуçламăш организацисем лайăх ĕçленине палăртрĕ.

– Пирĕн инвалидсен, хевтесĕр çынсен нушисене лайăх пĕлсе тăмалла, вĕсене куллен пулăшса пымалла, ку енĕпе ял тăрăхĕсемпе, активпа тачă çыхăнса ĕçлемелле, – терĕ вăл.

Çакна та каламалла: инвалидсен обществи хăйне хăй тытăнса пурăнать, тĕрлĕрен мероприятисем ВОИн районти обществи укçа-тенкĕ хăех тупать.

Ларура инвалидсен обществин хастарĕсене парнесем пачĕç.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 декабря 2011
00:00
Поделиться
;