Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Никĕс çирĕп - малашлăх шанчăклă

Элĕк районĕнчи потребительсен обществи Çĕнĕ çула курăмлă кăтартусемпе кĕтсе илет. Кăçалхи ăнăçусемпе ÿсĕмсем вăл аталану çулĕпе сулмаклăн утнине çирĕплетеççĕ. Пĕрремĕш кварталта Раççей Федерацийĕн Центросоюзĕ ирттернĕ “Отрасльсен ĕç-хĕлне эффективлă аталантарнăшăн” конкурсра хатĕрлев енĕпе иккĕмĕш вырăн йышăннă, халăхран сĕт тата çырла чи нумай пухнăшăн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Пĕлтĕр Чăвашпотребсоюз тытăмĕнчи экономика ăмăртăвĕнче çĕнсе илнĕ куçса çÿрекен ялава кăçал та алăран вĕçертмен. Ÿсĕмсене хаклани коллектива тата тăрăшарах ĕçлеме, çĕнĕ тĕллевсем палăртса пурнăçа кĕртсе пыма хавхалантарать.

Ял халăхĕшĕн тăрăшса

Райпо хуçалăхĕ пысăк: вăл Элĕк тата Çĕмĕрле районĕсенчи халăха тĕрлĕ таварпа, пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерет. 90 лавккаран 82-шĕ хатĕрлев пункчĕ те. 2 медицина аптекипе 1 ветеринари аптеки, общество апатланăвĕн 24 предприятийĕ, çăкăр завочĕ, пахча çимĕç комбиначĕ, 2 çĕвĕ мастерскойĕ, арман, сĕт сивĕтекен цех, автозаправка пур.

- Пирĕн тĕп тĕллев - вĕсене пурне те юсавлă тытса тăрассипе пĕрлех çулсерен çĕнетсе, лайăхлатса пырасси, - тет Элĕк райпо канашĕн председателĕ, ЧР халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес сферăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, район Пухăвĕн депутачĕ Юрий Харитонов. - Ял лавкки хуларинчен нимĕнпе те - хăтлăхпа та, ассортиментпа та - кая пулмалла мар. Пирĕн ĕç - халăхшăн.

Пулăшу ĕçĕсене илес пулсан ял халăхне хĕлле-çуркунне, кĕтĕве курăк çине кăлармалли вăхăт çитичченех, тĕрлĕ облаçран утă-улăм турттарса панă. Ку шăрăх çанталăка пула выльăх апачĕсĕр тăрса юлнă çынсене сăвакан ĕнесене тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарма май панă. Паллă ĕнтĕ: ялта чылайăшĕ выльăх-чĕрлĕх продукцийĕнчен, ытларах сĕтрен, хушма тупăш илет, çак укçапа сыпăнтаркаласа пурăнать. Ку тĕлĕшпе райпо пулăшăвĕ витĕмлĕ - кашни ирех унăн 13 машини ял-ял тăрăх сĕт пухма тухса каять. “Çут çанталăк газĕшĕн те, электроэнергишĕн те сĕт укçипе татăлатпăр. Тавах райпона вăхăтра тÿленĕшĕн - алăра укçа яланах пур”, - теççĕ сĕт паракансем. Сăмах май, Элĕк райповĕ сĕт пухассипе Чăвашпотребсоюзпа Раççей Центросоюзĕн тытăмĕнче темиçе çул ĕнтĕ малти вырăнсене йышăнать. Хушма хуçалăхра туса илнĕ мĕн пур продукцие ял çыннисем лавккасем урлă вырнаçтарма пултарни те паха.

Уява - çĕнĕ парнесем

Паян Элĕк райповĕн лавккисене, общество апатланăвĕн предприятийĕсене аякранах уйăрса илетĕн. Вĕсем хăйне евĕрлĕхĕпе, капмарлăхĕпе яла илем кÿреççĕ. Çуртсене тул енчен те, шалтан та хăтлăх кĕртес е киввисене пăсса çĕннисене тăвас тĕлĕшпе йышăннă программăна пурнăçа кĕртме райпо вăй-хал та, укçа-тенкĕ те шеллемест. Кашни тенкĕпе тухăçлă усă курма тăрăшни пурлăхпа техника никĕсне çултан çул çирĕплетсе пыма, пурнăçпа тан пыма витĕм кÿрет. Ырă пулăмсем - куç умĕнче. Çулталăк пуçламăшĕнче Тимĕрçкассинче çĕнĕрен çĕкленĕ лавкка хута кайнă. Элĕкре юсав хыççăн тавара ирĕклĕ суйламалли “Салам” лавкка, çуртăн иккĕмĕш хутĕнче хальхи ыйтусене туллин тивĕçтерме пултаракан “Салам” кафе ĕçлеме пуçланă. Юпан 20-мĕшĕнче пасара хирĕç “Ромашка” универмаг уçăлнă. Çĕмĕрле районĕнчи Эскетенре те лавкка валли çĕнĕ çурт туса лартнă.

Кĕçĕн Тăванра чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче уçăлнă суту-илÿ центрĕнче лавкка тата “Закусочная” кафе ĕçлеççĕ. “Малтанхи çурт питĕ сивĕччĕ, - каласа парать лавкка заведующийĕ Светлана Петрова. - Ăна пĕтĕмпех пăсса çĕнĕрен купаларĕç. Халĕ ăшă, хăтлă, таса. Çурта электричествăпа ăшăтатпăр-ха. Çывăх вăхăтрах çут çанталăк газĕпе усă курма пуçлăпăр. Суту-илÿ оборудованийĕ йăлтах çĕнĕ: сивĕтмĕш витрина темиçе, пылак шывпа сăра шкапĕсем пур. Тавара ирĕклĕ суйламалли йĕркепе ĕçлетпĕр. Çак ырлăха туса парассишĕн канăçа пĕлмесĕр тăрăшнă райпо канашĕн ертÿçине Юрий Александрович Харитонова чĕререн тав тăватпăр. Стройка пынă вăхăтра каçхине тăххăрта та, вуннăра та /ĕç çĕрлечченех чарăнмастчĕ/ тĕрĕслеме килетчĕ”.

Лавккана тавар туянма пынă фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Владислав Иванов сăмах хушрĕ. “Сутуçисем лайăх, опытлă, тахçантанпах ĕçлеççĕ, - терĕ вăл. - Ассортимент пуянни, хамăр тăрăхри паха продукци çителĕклĕ пулни килĕшет”.

Райпон план пайĕн пуçлăхĕ Ираида Хоркунова палăртнă тăрăх - Кĕçĕн Тăван лавкки сĕт пухассипе малта пырать. Çулла кунне 1800-2000 пин тонна таран пуçтараççĕ. Халăха утă-улăмпа тивĕçтернĕ тапхăрта та хастар ĕçленĕ.

Паха продукци кăлараççĕ

Республикăра, тен, Элĕкри пахча çимĕç комбиначĕн продукцине тутанса пăхман çын та сахал пулĕ. Пĕрремĕшĕнчен: вăл - таса, пахалăхлă, ăна консервантсем хушмасăр хатĕрлеççĕ. Иккĕмĕшĕнчен: ассортимент питĕ пуян - шутласа тухма вăхăт самаях кирлĕ. Комбинатăн ĕç тăвакан директорĕ Сергей Степанов продукцие мĕнрен хатĕрленине вара пĕр такăнмасăр асăнса тухрĕ. Хăяра, помидора, пылак пăрăçа, патиссона консервлаççĕ, маринадлаççĕ* пахча çимĕçрен ассорти, салатсем, солянка, купăстапа кăмпа хутăшĕ, томат сĕткенĕ, “Краснодарский” соус, купăста яшки, борщ хатĕрлеççĕ. Улма-çырларан варени, повидло, компот, нимĕр пĕçереççĕ, “Лимонад”, “Дюшес”, “Колокольчик”, “Грушевый”, “Вкус апельсина”, “Тархун” пылак шывсем, минерал шывĕ кăлараççĕ. Пахча çимĕç типĕтеççĕ. Тĕпрен илсен, йăлтах - хăйсем туса илнĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцирен. Пахча çимĕç комбиначĕн 43 гектар йышăнакан питомник пур. Унта улма-çырла та, пахча çимĕç те ăнса пулать. Уяв валли теплицăра ешĕл сухан ÿстернĕ, ăна лавккасенче сутма пуçланă та ĕнтĕ.

Кăçал консерв цехне тĕпрен юсани, çĕнĕ оборудовани вырнаçтарни производство хăватне ÿстерсе пыма, ассортимента пуянлатма май парать. Авăн уйăхĕнче Элĕк районĕнче пулнă чухне унта Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев пырса курнăччĕ, модернизаци хыççăн таса продукцие тирпейлеме условисем чылай лайăхланнине ырланăччĕ.

Пахча çимĕç комбиначĕ хăйĕн продукцийĕпе тĕрлĕ курав-конкурсра час-часах палăрать. Кăçал регионсен хушшинчи куравра та ырă сăмаха тивĕçнĕ. Потребкоопераципе предпринимательлĕхре ĕçлекенсем профсоюз рескомĕ ирттернĕ конкурсран “Чи лайăх сад ăсти” дипломпа таврăннă. Унăн варени-консервне республикăра кăна мар, çĕр-шывăн тĕрлĕ регионĕнче кăмăлласа туянни те халăх пахалăхлă продукцие тивĕçлипех хакланине çирĕплетет

 



"Хыпар"
30 декабря 2011
00:00
Поделиться
;