Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çемье ăшшине тупаççĕ

2011 çулта çывăх çыннисемсĕр юлнă 12 шăпăрлана тупса палăртнă. Вĕсене пĕр уйăхра çемьесене вырнаçтарнă. Унччен интернатсенче пурăннă çичĕ ача та тепĕр хут çемье ăшшине туйнă.

Иртнĕ çулхи кăрлач-раштав уйăхĕсенче 194 çынна тĕрлĕ ыйтусемпе йышăннă. 105 çемьери пурăнмалли кил-çурт условийĕсене тĕрĕсленĕ. 58 постановлени кăларнă.

Тăватă çемьери ултă ашшĕ-амăшне ачисене воспитани парас правасăр хăварнă. Çичĕ ачана туртса илнĕ. Çавăн пекех пĕр кăкăр ачи тĕлĕшĕпе те кун йышши йышăну тунă.

Паянхи куна Элĕк районĕнче 107 тăлăх пурăнать. 30 усрав çемьере 54 ача кун кунлать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 января 2012
00:00
Поделиться
;