Медальпе наградăланă
Декабрĕн 27-мĕшĕнче Раççейре МЧС кунне паллă турĕç. Çак уяв ячĕпе Шупашкар хулинче Чăваш республикинчи çăлакансен Канашĕн анлă ларăве иртнĕ. Уявра 12 çынна «МЧС России 20 лет» медальпе чыс тунă. Çак наградăна тивĕçнисем хушшинче пирĕн ентешсем те пур. Вĕсем: В.Ф. Филиппов (Чартак) – ВОСВОД обществин генерал-майорĕ, В.А. Иванов (Иштек), В.Т. Золотов (Синерь), Л.А. Ефимов (Какаç) – подполковниксем, обществăн хастар членĕсем.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета