Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уява илем кĕртрĕç

Çĕнĕ çула кĕрес умĕн Элĕкри «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексне Хĕл Мучипе Юр пикесем пуçтарăнчĕç. Ăçтан килсе çитнĕ-ха вĕсем; Ял тăрăхĕсенчен иккен.

Куракансене интереслĕ программа кĕтрĕ. Хĕл Мучипе Юр пикесем хăйсем таланчĕсене туллин уçса пама тăрăшрĕç. Вĕсем пурин кăмăлне те çĕклеме пултарчĕç. Илемлетнĕ елка тавра юрласа çаврăнчĕç. «Чи йăррисем» номинацире Ехремкасси ял тăрăхĕнчи Хĕл Мучипе Юр пике çĕнтерчĕç. Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнчен, Йăлкăш ял тăрăхĕнчен, Тени ял тăрăхĕнчен, Тавăт ял тăрăхĕнчен килнĕ Хĕл Мучипе Юр пикесем тĕрлĕ номинацисенче палăрчĕç. Элĕк ял тăрăхĕнчи Юр пике хăйне евĕрлĕхĕпе пурне те тыткăнларĕ.

Çĕнтерÿçĕсене парнесем парса хавхалантарчĕç.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 января 2012
00:00
Поделиться
;