Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Килĕшÿ пур çĕрте тăнăçлăх хуçаланать

Элĕк районĕнчи Мăн Вылăра пурăнакан Ивановсем çинчен ыррине сахал мар илтнĕ. Ку тăрăхра хаçат ĕçĕпе пулнă май вĕсем патне çитсе килесех терĕмĕр.

Ялта кам мĕнле пурăнни ал тупанĕ çинчи пекех курăнать. Ивановсен хуçалăхĕ çирĕп те хăтлă. Картишĕнчи тирпей-илем кăмăла çĕклет. Ивановсен кĕрÿшĕ Петр Григорьевич пире ăшшăн кĕтсе илчĕ, пÿрте кĕме чĕнчĕ. Темиçе пÿлĕмлĕ ăшă та пысăк çурт урайне килте тĕртсе тунă кавирсем сарнă. Ахăртнех, кил хуçи арăмĕн ĕçĕсем. Пÿрте çут çанталăк газĕпе ăшăтаççĕ, сивĕ шыв та кĕртнĕ, вĕри те кранранах юхать. Паллах, аслă Ивановсем кун пек ырлăх çинчен 20-30 çул каялла ĕмĕтленме те пултарайман. Елизавета Григорьевнăпа Иван Иванович 67 çул пурнăç çулĕпе пĕрле утаççĕ. Мăшăрсем 4 ача çуратса ÿстернĕ, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Вĕсем пурте хăйсен вырăнне тупнă. Александр çемйипе Мускавра пурăнать, вăл физикăпа математика наукисен кандидачĕ. Тепĕр ывăлĕ Мăн Вылă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Пĕлтĕр хĕрĕпе кĕрÿшĕ ашшĕпе амăшĕ патне куçса килнĕ. Хулари хваттерне пиччĕшĕн ачисене парса хăварнă.

Ивановсен пурнăçĕ çăмăл пулман, ачалăхĕпе çамрăклăхĕ вăрçă çулĕсене лекнĕ. Иккĕшĕн те амăшĕсем ирех çĕре кĕнĕ. Хуçалăхра хĕрарăм алли çитменни самай чăрмав кÿнĕ. Колхозра ĕçлеме тытăнсан ашшĕ ывăлне авланма сĕннĕ. Вăл Григорьевсен Лисук ятлă хĕрне куç хывнă иккен, ĕçчен те сăпайлăскере кин тума пăхса хунă. Иван пичче ашшĕ сăмахĕнчен иртеймен. Çак саманта аса илсе вăл çапла шÿтлет:

- Хуньăмсен вырăнĕсем çÿллĕччĕ, хăпарса ларсан ура çĕре перĕнместчĕ. Лисука çураçма кайсан урана пĕчĕк ача пек сулласа лартăм. Халĕ кулăшла, анчах ун чухне кун пирки шухăшламан та...

1944 çулта Ивановсем çемье çавăрнă, ашшĕпе пĕрле пурăнма пуçланă. Çав вăхăтра Иван пичче каччă шутне те кĕреймен. Лисук аппа 20 çулти хĕр пулнă. Çавăнпах-и, тен, çемье тилхепине вăл тытса пынă. Кĕçех Иван пиччене салтака илсе кайнă, Урал тăрăхне ăсатнă. «Шкулта вĕреннĕ чухне Урал тăвĕсене карттă çинче те шыраса тупайман. Çавăнта çитсе курма та тÿр килчĕ», - тет вăл. Лисук аппана та шăпа иртĕнтермен. Амăшĕ çĕре кĕрсен пиччĕшĕпе тата инкĕшĕпе пурăнма тивнĕ. 7 класс пĕтерсенех фермăра вăй хума тытăннă. Каярах вĕсене Анат Тагила ĕçлеме янă.

- Çак хула çинчен вĕрентекенсенчен пĕрре кăна мар илтнĕ. Анчах унта кайса курасси пирки шухăшра та пулман. Иккĕн торф кăларакансене апат çитерме çÿреттĕмĕр. Çулталăк çурăран яла таврăнтăм, - аса илчĕ Лисук аппа.

Иван Иванович пĕчĕклех ашшĕнчен платник ăсталăхне вĕренсе пынă, каярах тимĕрçĕ ĕçне те хăнăхнă. Колхоз ертÿçисем ăна Элĕке вĕренме янă. Анчах ăна унта йышăнман, «мĕн кирлине пĕтĕмпех пĕлетĕн» тесе каялла ăсатнă. Вăл 10 çул тимĕрçĕ лаççинче ĕçленĕ. Каярах ферма заведующийĕ, бригадир пулнă...

Çемье ăшшине çур ĕмĕр ытла упракан мăшăр килĕштерсе пурăнать.

- Эпир халĕччен вăрçăнса, пĕр-пĕрне кÿрентерсе курман, ачасен умĕнче хыттăн калаçман, вĕсене лăпкăлăхра, юратупа тăнăçлăх ытамĕнче ÿстерме тăрăшрăмăр. Мĕн каланине яланах итлетчĕç. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ, кăткăс ыйтусене пĕрле татса параççĕ. Пире те пулăшсах тăраççĕ. Пилĕк мăнук тата тăватă кĕçĕн мăнук халĕ пирĕн. Вĕсем килсен пÿрт тулать, - савăнăçне пытармасть Лисук аппа.

Мăшăрĕнчен пилĕк çул аслăрах Елизавета Григорьевнăн, телее, сывлăхĕ те, ăс-тăнĕ те çирĕп-ха. Кăрлачра 90 çул тултараканскер сăн-питрен те çамрăк курăнать. Сахал мар хура-шур курнăскер çынна хисеплеме, ырă тума тăрăшать.

Лисук аппапа тата Иван пиччепе тĕл пулнă хыççăн чунра ырă шухăш-ĕмĕт вăранчĕ. Вĕсем - чăн-чăн пурнăç çыннисем. Ырă йывăç ырă çимĕç парать тесе ахальтен каламан. Ивановсен ачисем те хăйсем пекех сăпайлă та маттур.



"Хыпар"
13 января 2012
00:00
Поделиться
;