Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Олимпиада пĕлĕве тĕрĕслет

Пултаруллă вĕренекенсене тупса палăртас, наука пĕлĕвне пропагандăлас, ачасене хăйсем тĕллĕн вĕренес туртăма ÿстерес тĕллевпе çулсеренех тĕрлĕ олимпиадăсем ирттеретпĕр. Çакă вĕренекенсен пĕлÿ шайне палăртма пулăшнипе пĕрлех педагогсен ĕç-хĕлне те аван сăнлать.2011 çулхи чÿк уйăхĕн вун пиллĕкмĕшĕпе раштав уйăхĕн çирĕммĕшĕччен 22 предмет олимпиадисен районти тапхăрĕ иртрĕ. Çавăн пекех кĕçĕн классенче вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвĕсене ăс-хакăл вăййисене хутшăнса тĕрĕслерĕç.

Пĕтĕмĕшле районти олимпиадăсене 885 вĕренекен хутшăнчĕç. Вĕсенчен 7-11 классенче вĕренекенсем 742 пулсан, 143-шĕ – кĕçĕннисем.

Ачасем вырăс чĕлхи, обществознани, биологи предмечĕсемпе иртнĕ олимпиадăсене уйрăмах йышлă хутшăнса активлăх кăтартрĕç.

Иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан, хăйне евĕрлĕ тĕрĕслеве хутшăнакансен шучĕ çулран-çул ÿссе пыни палăрать. Çакă ачасем вĕренÿ, наука еннелле ытларах туртăннине палăртать.

Районти жюри членĕсем олимпиада кăтартăвĕсем тăрăх 175 çĕнтерÿçĕне палăртнă. 151-шĕ – 7-11-мĕш классенче пĕлÿ илеççĕ пулсан, 24-шĕ кĕçĕн классенчи ачасем. Вĕрентÿ учрежденийĕсем олимпиадăсене мĕнле хутшăннине тишкерсен çакна палăртмалла. Элĕкри вăтам шкултан 293 вĕренекен хăйсен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ, 80-шĕ çĕнтерÿçĕсен йышне лекнĕ. Ку енĕпе Мăн Вылăсен кăтартăвĕ япăх мар, 80 ачаран 17-шĕ призерсем. Питĕшкассинчи шкулта 66 вĕренекен олимпиада тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, 20-шĕ çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Тавăт шкулĕшĕн те кăтартусем япăх мар, 88 ачаран 15-шĕ малти вырăнсене йышăннă.

Çĕнтерÿ тунă уйрăм вĕренекенсене те палăртма кăмăллă. Акă Элĕкри вăтам шкулта вун пĕрмĕш класра вĕренекен Юлия Семенова темиçе предметпа та çирĕп тĕрĕслев витĕр тухнă. Вырăс чĕлхипе, вырăс литературипе, биологи, экологи предмечĕсемпе пĕрремĕш вырăнсене тивĕçнĕ, хими предмечĕпе вара виççĕмĕш вырăна тухнă.

Питĕшкасси шкулĕнчи Анастасия Еремеевăна та палăртмасăр иртме çук. Вăл вун пĕрмĕш класра пĕлÿ илет. Истори, право предмечĕсемпе иртнĕ олимпиадăсенче чи нумай бал пухнă, пĕрремĕш вырăна тухнă. Вырăс литератури, обществознани, биологи предмечĕсемпе кăсăклă ыйтусене те çăмăллăнах парăнтарнă, иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Район шайĕнчи çĕнтерÿçĕсемпе призерсем республикăра иртекен олимпиадăсене хутшăнĕç.

Лайăххипе пĕрлех пăшăрхантараканни те пур-ха. Районти шкулсенче вĕренекенсем тĕп предметсемпе (информатика, математика) иртекен олимпиадăсенче пĕчĕк кăтартусем çеç тăваççĕ. Ку енĕпе ытларах ĕçлемелле.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 января 2012
00:00
Поделиться
;