Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сцена çине тухма ютшăнмаççĕ

Чăваш Сурăмĕнчи культура учрежденийĕн сăн-сăпачĕ икĕ çул каялла улшăннăранпа ячĕ-шывĕ те çĕнелчĕ. Унчченхилле культура çурчĕ мар вăл, культурăпа кану центрĕ шутланать.

Кунта пысăк ĕçсем туса ирттерни культура учрежденине пырса кĕнĕ чухнех лайăх сисĕнет. Пусма картлашкисене акă плита çыпăçтарнă. Çĕнĕ йышши тимĕр алăксем вырнаçтарнă. Фойере те çап-çутах. Урайсем унчченхилле хăмаран мар. Плитка сарнă. Йĕри-тавра пластик кантăксем. Стенасем çинче вара культурăпа кану центрĕн ĕç-хĕлне сăнлакан стендсем. Зал та килен-каян чĕрине тыткăнлама пултарать. Çĕнелсе илемленнĕ культура центрĕ ял çыннине илĕртет-и;

Çак ыйтăвăн хуравне тупас тĕллевпе Альбина Григорьевна Ильинапа калаçу пуçартăмăр. Культура тытăмĕнче çĕнĕ çын мар-ха вăл. Çĕрпÿри культура училищине пĕтерсен 1980 çулта Элĕк тăрăхне ĕçлеме янă. Тÿрех Чăваш Сурăмĕнчи культура çурчĕн ĕçне йĕркелесе пыма çирĕплетнĕ.

– Директор тивĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех шкулта та ачасене музыка предметне вĕрентеттĕм. Художествăпа пултарулăх ертÿçи те пулнă, – пĕлтерчĕ культура ĕçченĕ.

Пĕр вăхăтлăха культура ĕçченĕнчен уйрăлма тивет унăн. Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулта музыка урокĕсене ертсе пыма пуçлать. Çавăн пекех вĕренекенсене тĕрлĕ мероприятисене хатĕрлет. 2011 çулхи çĕртме уйăхĕнчен каллех Альбина Григорьевнăна культурăпа кану центрĕн директорне çирĕплетеççĕ.

– Культура вучахĕн ячĕ улшăнни унăн ĕçĕ-хĕлĕ çине витĕм кÿмест. Пурнăç аталаннă май юрă-ташă ăстин те малалла пăхмалла. Сцена çине тухса юрларăн е спектакль хатĕрлесе лартнипе çеç ĕç вĕçленмест паян. Культура учрежденийĕн халăха тĕрлĕ информаципе тивĕçтерекен, ял çыннин канăвне туллин йĕркелекен центр пулса тăмалла. Ĕçлеме пĕтĕм услови пур. Хаклă йышши аппаратура çителĕклĕ, – ăнлантарчĕ юрра-кĕвве хаклама вĕрентекен.

Ял çыннине, аслисене илĕртес тĕллевпех культурăпа кану центрĕ çумĕнче тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ. Сăмах май, иртнĕ çул вĕçĕнче культурăпа кану, информаци центрĕ пулса тăнă. Ку тĕлĕшпе тĕрлĕ документсене хатĕрлес ĕç вĕçленнĕ.

Çитĕнекен ăрăва юрă-кĕвĕ тĕнчине илĕртес тĕллевпе пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ. Вĕсене валли хореографи, драма, вокал кружокĕсем ĕçлеççĕ.

– Лена Бушуева, Сергей Арсентьев, Денис Степанов, Татьяна Николаева, Павел Арсентьев чăн-чăн пĕчĕк артистсем. Ачасем сценăна хăнăхнă, унта ютшăнмаççĕ. Аслисене те культура ĕçне явăçтаратпăр. Драмăпа фольклор кружокĕсем лайăх ĕçлеççĕ. Çавăн пекех хĕрарăмсене валли тĕрлĕ çи-пуç ăсталамалли, çыхмалли кружок йĕркеленĕ, – палăртрĕ Чăваш Сурăмĕнчи культурăпа кану, информаци центрĕн директорĕ.

Çăмăлах мар ĕçре ăна О.Соловьева, А.Павлов, И.Алексеев, Л.Тарасова пысăк пулăшу кÿреççĕ. Кусем кирек хăçан та пулăшу пама хатĕр. Вĕсем нумаях пулмасть лартнă «Ялта» драмăра та ăсталăхпа палăрнă.

Çавăн пекех культурăпа информаци центрĕ çумĕнче тавçăруллисемпе çивĕч ăслисене валли шахмат клубĕ ĕçлет. Ăна Петр Архипович Ефимов ертсе пырать.

Тренажер залĕнче вара хĕрарăмсене нумайрах асăрхатăн. Çан-çурăма илемлетес, çирĕплетес тĕллевпе тĕрлĕ хăнăхтарусем пурнăçлаççĕ.

– Килти ĕç-пуçа пăхмасăрах Маргарита Сергеева, Светлана Чуева, Римма Михайлова эрнере темиçе те килсе çÿреççĕ, – пĕлтерчĕ Альбина Григорьевна.

Тĕрлĕ информаципе тивĕçтерме те пĕтĕм майсем пур.

– Çĕнĕлĕх пурнăçа кĕнĕренпе Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнчи культура çурчĕсем, клуб-библиотекăсем пĕр тытăмра шутланаççĕ, – терĕ культура ĕçченĕ.

Çамрăксене валли ташă каçĕсене эрнесеренех йĕркелеççĕ. Тĕрлĕ конкурс-вăйăсем ирттереççĕ



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 января 2012
00:00
Поделиться
;