Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сурхури савăнăç кÿрет

Кăрлачăн 7-мĕшĕнче чăваш хĕллехи чи паллă уява - Сурхурие уявлама пуçлать.  19-мĕшĕнче çак уяв вĕçленет.

 Сурхури уявĕ  вăрăма тăсăлать, хатĕрленессе те малтанах пуçлаççĕ- ачасемпе çамрăксем, килĕрен киле çÿресе, Сурхури ирттерме хатĕр-хĕтĕр, салат-хăмла, кĕрпе-çăнăх пуçтараççĕ. Уяв кунĕнче юрланă, ташланă, юмăç янă, картана кĕрсе сурăх ури тытнă. Пĕрле апат ларса çинипе вара вăл кун уяв вĕçленнĕ.

Тепĕр куне çветке пуçланнă. Эрнипех çÿренĕ вара.

Татмăш ялĕнче пурăнакансем Сурхури кунĕнче пĕве пуçĕнчи тăвайкки патне пуçтарăнчĕç. Ватти те, çамрăкки те пулчĕç кунта.  Ача-пăча сасси хăлхаран татăлмарĕ. Эх, ярăнчĕç те вĕсем! Аслисем те ачасемпе пĕрле савăнчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 января 2012
00:00
Поделиться
;