Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ăс-тăна çивĕчлетеççĕ

Хĕл кунĕсенче ял çыннин пушă вăхăт чылай. Тĕрлĕ илемлĕ литература вулама, ал ĕçĕпе аппаланма, спорт залĕсенче сывлăха çирĕплетме ан ÿркен кăна.

Чăваш Сурăм тăрăхĕнчи хĕрарăмсем пушă вăхăта усăллă ирттереççĕ. Клуб çумĕнчи ал ĕç ăстисен ятарлă кружокне çÿреççĕ вĕсем. Тĕрлĕ çи-пуç çыхма вĕреннипе пĕрлех çĕнĕ юрăсене шăрантараççĕ.

Арçынсем те ахаль лармаççĕ паллах. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Петр Архипович Ефимов, пуçарнипе информаци центрĕ çумĕнче шахматистсен клубне йĕркеленĕ.

– Ку тăрăхра спортпа кăсăкланакансем чылайăн пурăнаççĕ. Шашка-шахмат вăййине юратакансем те сахалах мар. 2011 çулччен вĕсене пĕр çĕре пĕрлештермен. Иртнĕ çул вара ку енĕпе чăннипех те япăх мар ĕçлерĕмĕр, – пĕлтерчĕ клуб председателĕ Петр Архипович.

Ушкăна çамрăксене, аслăрах ăрурисене пуçтарнă. Чи малтанах сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пыракансене, эрех-сăрапа иртĕхменнисене явăçтарнă. Кăштахран çынсем хăйсемех шахматистсен клубне туртăнма пуçланă.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан валли культурăпа информаци центрĕнче уйрăм пÿлĕм те тупăннă. «Комбинация» клубăн эмблемине, гимне хатĕрленĕ шахматистсем.

– Клуб ĕç-хĕлне ятарласа çирĕплетнĕ канаш йĕркелесе пырать. План туса хатĕрленĕ. Çавăн пекех ăмăртусен календарьне те çирĕплетнĕ. Пĕлтĕр акă космонавтика çулне халалласа пуш-ака уйăхĕсенче шахматистсен турнирне ирттертĕмĕр. Чăваш Сурăм тăрăхĕнчи 11 вăйăçă ăмăртрĕç. Çавăн пекех Питрав кунĕнче те тупăшу çивĕч иртнĕччĕ. Районти шахматçăсен турнирĕнче сурăмсем лайăх кăтартусем турĕç. Андрей Дмитриев (Шуркасси ялĕ) республика чемпионатне хутшăнса Элĕк район чысне хÿтĕлерĕ, – клуб ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ П.Ефимов.

Сергей Соловьев, Андрей Дмитриев, Павел Венедиктов, Андрей Николаев клубăн активлă членĕсем. Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх.

– Кăçал та шахматистсене пĕр çĕре пуçтарса турнирсем йĕркелес плана çирĕплетнĕ. Хальлĕхе ку тĕлĕшпе пурлăх бази çителĕксĕрри ура хурать. Сĕтел-пукан, шахмат сехечĕсем туянмалла. Ял тăрăхĕ ку енĕпе пулăшу кÿме пулчĕ. Çавăн пекех çитĕнекен ăрăва çак вăййа ытларах явăçтармалла. Вăл ăс-тăна çивĕчлетет, шухăшлава, тимлĕхе ÿстерет, – пĕлтерчĕ клуб председателĕ.

«Комбинация» клуб хăйĕн ĕçне районти «Е2-Е4» шахматистсен клубĕпе тачă çыхăнса йĕркелесе пырать. З.П.Федоров ку тĕлĕшпе пысăк пулăшу кÿрет чăвашсурăмсене. Шахмат вăййин вăрттăнлăхĕсене Чăваш Сурăм шкулĕнче те вĕрентет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 января 2012
00:00
Поделиться
;