Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Лайăх вĕренме сăмах панă

Элĕк салинчи Таса Турамăшĕ Успени ячĕпе тăракан чиркÿре вырсарни шкулĕ ĕçлет. Ачасем кунта тĕн йăли-йĕркисене вĕренеççĕ, Христос Турă ăслайĕсене тишкереççĕ.

Çĕнĕ çул тата Раштав кунĕсенче чиркÿре питех те савăнăçлă елка иртнĕ. Капăр тумлă ачасем турăшсем умĕнче пуç тайнă, лайăх вĕренме, аслă çынсен халалĕсене йĕркеллĕ пурнăçласа пыма сăмах панă. Вĕсем Раштав (Сурхури) сăввисене хавхаланса вуланă, хăйсем хатĕрленĕ хитре теттесемпе выляса кăтартнă. Çакăн пек хаваслă концерта хатĕрлессишĕн Надежда Иванова, Надежда Сидорова, Олимпиада Семенова, Владимир Кузьмин музыкантсем сахал мар тăрăшнă. Концертра ачасемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕсем те юрласа-ташласа савăннă. Хаваслă концертшăн чиркÿ настоятелĕ Виктор иерей пурне те ăшшăн тав тунă, ачасене парнесем панă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 января 2012
00:00
Поделиться
;