Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пирĕн ентеш - яваплă ĕçре

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Николай Озерова Чăваш Республикин çыхăнупа информатизаци патшалăх комитечĕн председательне уйăрса лартни пирки пĕлтернĕччĕ.

Николай Витальевич Озеров – пирĕн ентеш, вăл 1978 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Янкурас ялĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен «математика тата информатика» специальноçне вĕренсе тухнă. Педуниверситетрах информатикăпа шутлав техникин кафедринче лаборантра ĕçлеме тытăннă. Унтан ЧР вĕрентÿ министерствинче, ЧР Президент Администрацийĕнче тĕрлĕрен должноçсенче ĕçленĕ. 2003 çултанпа çыхăнупа информатизаци патшалăх комитетĕнче тимлет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 января 2012
00:00
Поделиться
;