Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шахматçăсем тупăшрĕç

Кăрлач уйăхĕн 14-15-мĕшĕсенче «Хĕлхем» спорт комплексĕнче шахматçăсен Элĕк ял тăрăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртрĕ. Хĕрÿ кĕрешÿре арçынсем хушшинче пĕрремĕш вырăна 9 очко пухса Вячеслав Филиппов (Элĕк шкулĕ, 10 класс) çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене И.В. Орлов (Элĕк сали), В.С. Ефимов (Ехремкасси ял тăрăхĕ) пулчĕç. Хĕрарăмсенчен В. И. Дмитриевăна (Элĕк шкулĕ) палăртса хăвармалла. Арçын ачасем хушшинче ăмăрту парнисене Вячеслав Филиппов (Элĕк шкулĕ), Станислав Филиппов (Йăлкăш шкулĕ), Егор Иванов (Элĕк шкулĕ) çĕнсе илчĕç. Хĕр ачасенчен чи пултарулли Нина Порфирьева (Элĕк шкулĕ) пулчĕ, Светлана Иванова (Йăлкăш шкулĕ) иккĕмĕш вырăна, Анна Степанова (Элĕк шкулĕ) виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç.

Аăмăртăва шахмата юратакан 36 çын хутшăнчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 января 2012
00:00
Поделиться
;