Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юн паратăн - пурнăçа çăлатăн

Юн парас ĕçре донор тĕп вырăн йышăнать. Сывлăха сыхлас ĕçре донор юхăмне вăйлатса пырасси питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юн илес ĕçе лайăх йĕркелени мирлĕ вăхăтра та, чрезвычайлă лару-тăрура та медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерме пулăшать.

Иртнĕ çул районта Донор кунне 4 хутчен ирттернĕ. Çавăн чухне 304 çын хăйĕн ирĕкĕпе юн панă. 64 çын хисеплĕ донор ята тивĕçнĕ, вĕсенчен 8-шĕ – Раççейĕн хисеплĕ донорĕсем, 8-шĕ «СССР хисеплĕ донорĕ» ята илнĕ. Хисеплĕ донорсем пурте уйăхсерен укçан компенсаци илеççĕ. Иртнĕ çул çак тĕллевпе 744,3 пин тенкĕ тăкакланă. Донорсене уйăхсерен 829 тенкĕ те 91 пус тÿленĕ.

Çынсем хăйсен ырă кăмăлĕпе юн параççĕ, чирлисене тата инкеке лекнисене пулăшма тăрăшаççĕ, ыттисемшĕн вĕсем тĕслĕх пулса тăраççĕ.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 января 2012
00:00
Поделиться
;