Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Халăха - нумай енлĕ пулăшу

Районти архивра граждансенчен социаллă пурнăçпа право ыйтăвĕсемпе килекен çырусем çулсерен нумайланса пыраççĕ. Юлашки пилĕк çулта кăна ун пек ыйтусен хисепĕ 6 хут ÿснĕ.

Иртнĕ çул Элĕкри муниципалитет архивне 1251 ыйту пынă, пурне те тивĕçтернĕ, вĕсенчен 1158-шне ăнăçлă татса панă. Граждансен мĕнпур ыйтăвĕсене вăхăтра та пахалăхлă тивĕçтернĕ. Тематика темипе 228 ыйту пулнă. Справкăсем хатĕрлессипе çынсенчен те, организацисенчен те çăхавсемпе пăшăрханусем пулман.

Архивра 4 тишкерÿçĕ ĕçленĕ. Вĕсем район архивĕн историйĕпе паллаштаракан кĕнеке хатĕрлемелли, район энциклопедине кăлармалли документсене, диплом ĕçĕсене тишкернĕ.

Çавăн пекех «Архив фончĕ» программа комплексĕн 4 тĕслĕхĕпе ĕçленĕ. Архивăн пуян материалĕсем çав версисене пурне те пурнăçа кĕртме май параççĕ. Кунта халĕ компьютерсен 3 комплекчĕпе усă кураççĕ.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 января 2012
00:00
Поделиться
;