Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Инкекрен хÿтĕленни хамăршăн

Район халăхне инкек-синкекрен хÿтĕлессин, чрезвычайлă лару-тăрура пулăшу парассин пĕлтерĕшĕ питех те  пысăк. Çакна экономикăри, социаллă пурнăçри тата ытти çивĕч ыйтусене татса парассипе пĕр тан тесе шутлама пулать.  Чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен комиссии, вырăнти  хăй  тытăмлăх органĕсем чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухассинчен асăрхаттарас тĕллевпе сахал мар мероприятисем туса ирттереççĕ, çут çанталăка, тавралăха сыхлассипе ĕçлеççĕ.

Иртнĕ çулхи кăрлачран тытăнса районта дежурнăйпа диспетчер служби ĕçлет, унта 4 оперативлă дежурнăй, вĕсем кулленхи лару-тăрăва тĕрĕслесе асăрхасах тăраççĕ, мĕн пулса иртнине район ертÿçисене çийĕнчех пĕлтереççĕ.

Вĕренÿ планĕсемпе килĕшÿллĕн районта командăпа штаб тренировкисем, вĕренÿ занятийĕсем ирттернĕ. «Преподавательсемпе вĕренекенсен чрезвычайлă лару-тăру (пушарсем, террорла актсем) сиксе тухсан мĕнле пулмалла;» темăпа шкулсенче кашни кварталтах ятарлă тренировкăсем йĕркеленĕ. Çурхи шыв-шур вăхăтĕнче гидротехника сооруженийĕсене тĕрĕс-тĕкел сыхласа хăварас тĕллевпе районта ейĕве пÿлессипе ĕçлекен комисси туса хунă. Кашни ял тăрăхĕнчех çурхи шыва кăларса ямалли плансем туса хатĕрленĕ. Ейÿ сарăлассинчен асăрханмалли ыйтусене ял хуçалăх предприятийĕсемпе организацисен ертÿçисемпе те, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе те сÿтсе явнă.

2011 çулхи апрель-çу уйăхĕсенче «Пурăнмалли çурт-йĕр -2011» операцин пĕрремĕш тапхăрне, авăнпа юпа уйăхĕсенче унăн иккĕмĕш тапхăрне ирттернĕ. Пур мероприятисене те ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, граждансен хÿтĕлевĕпе чрезвычайлă лару-тăрусен пайĕ, пушар хуралĕн пайĕ, чрезвычайлă лару-тăру комитечĕн председателĕ хутшăннă. Граждансен хÿтĕлевĕпе чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсене тарăнрах вĕрентес, вĕренкенсене йывăр лару-тăрура харпăр хăйне тата пĕрне-пĕри  пулăшу памалли меслетсене хăнăхтарас тĕллевпе кашни шкултах ача-пăча вут кăварпа ашкăннинчен сыхланассипе, шывра путасран асăрханассипе, пушартан хÿтĕленессипе, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе, граждансен хÿтĕлевĕпе  уйăхлăхсем ирттернĕ. Уйăхлăхсенче шкул ачисемпе тата кĕçĕннисемпе çак ыйтусемпе калаçусеем иртнĕ, кĕнеке куравĕсем, ÿкерчĕксен конкурсĕсене йĕркеленĕ. Мĕнпур учрежденисенче граждансен хÿтĕлевĕн стенчĕсене туса хатĕрленĕ тата çĕнетнĕ, шкулсенче хăрушсăрлăх урокĕсем , эвакуации планĕпе килĕшÿллĕн мероприятисем ирттернĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 января 2012
00:00
Поделиться
;