Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Музей экспонатсемпе пуянланать

Музейсем культура пурнăçĕнче паллă вырăн йышăнаçĕ. Ара, шăпах вĕсем аваллăх пуянлăхне малашлăх валли упраççĕ вĕт-ха.

Районти литературăпа краеведени музейĕ иртнĕ çулта мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. Пĕлтĕр музей тата тепĕр 60 экспонатпа пуянланнă. Пĕтĕмпе халĕ кунта 17988 экспонат шутланать. 2010 çулта музея 2489 çын пырса курнă, иртнĕ çул экскурсантсен йышĕ 3175-е çитнĕ, вĕсенчен 2102-шĕ – шкул ачисем. Музей уçăлнăранпа вара кунта 46218 çын пулнă.

Пĕтĕмпе 239 экскурси ирттернĕ, çав шутран шкул ачисемпе 142.

Пĕлтĕр патриотизм ыйтăвĕсемпе 58 паттăрлăх урокĕпе калаçу йĕркеленĕ. Çавăн пекех географи, тăван ен культури, чăваш литератури, палеонтологи урокĕсем иртнĕ.

Музейра экспонатсен каталогне электронлă меслетпе йĕркелеççĕ. Хальхи вăхăтра ку енĕпе 950 экспоната кĕртнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 января 2012
00:00
Поделиться
;