Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Диплома тивĕçнĕ

2011 çулхи декабрь уйăхĕнче республикăра Пĕтĕм Раççей шайĕнчи социаллă рекламăн «Новое пространство России» ятпа конкурс пуçланнине пĕлтернĕччĕ. Ăна ăсталăх енчен пур енлĕн аталаннă çамрăксене хавхалантарма тата вĕсене малалла ÿсме пулăшма йĕркеленĕ. Конкурсран Элĕк районĕ те аякра юлман.

Элĕкри вăтам шкултан 10 «а» класра вĕренекен Кристина Сергеевăпа Татьяна Рожкова конкурса тăратнă «Во власти вредных привычек» ятлă видеоролик «Жизнь без вредных привычек» номинацире çĕнтернĕ. Çавна май вĕренекенсем III степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 января 2012
00:00
Поделиться
;