Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сурăхсем ĕрчетеççĕ

Районта мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче халĕ 9787 пуç сурăх шутланать. Сурăхсене ĕрчетессипе Ураскилт ял тăрăхĕнчи «Ылтăн çăм» агрофирма тĕп вырăн йышăнать. Ку агрофирма 2010 çулта ĕçлеме тытăннă. Ĕç-хĕле унччен усă курман çĕрсене çĕнетессинчен пуçăннă. Кунпа пĕрлех сурăх фермине юсассипе те ĕçленĕ. Çав çулхи авăн уйăхĕнче фермăна «Эдильбай» ăратлă 206 сурăх илсе килнĕ. Вĕсене пăхма ятарлă çынсене çирĕплетнĕ.

Пĕлтĕр «Ылтăн çăм» агрофирма фермăна анлăлатнă, тепĕр 205 пуç ăратлă сурăх туяннă. Халĕ ку хуçалăхра 517 пуç сурăх шутланать. Унчченхи çулхипе танлаштарсан 275 пуç хутшăннă. Агрофирма сурăхсен йышне татах та ÿстересшĕн. Çирĕп тĕллев тытсан ăнăçу пулатех.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 января 2012
00:00
Поделиться
;