Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уроксенчи концертсем кăмăла çĕклеççĕ

Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕнчи музыка уйрăмĕн фортепиано класĕнчи преподавательсем класс тулашĕнчи мероприятисене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Уроксенче яланах концертсем пулаççĕ. Пĕрле вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕсем умĕнче юрласа-ташласа кăтартни çамрăк мусăкçăсен кăмăлне çĕклет. Анчахрах музыка уйрăмĕн фортепиано класĕнче вĕренекенсем (преподавателĕ Н.Павлова) «Вĕренекене – ăнăçу, вĕрентекенне – савăнăç» ятпа иртнĕ ашшĕ-амăшĕсен пухăвне хутшăннă. Пуху Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам шкулти 4-мĕш класра иртнĕ. Музыка уйрăмĕнчи 2-мĕш класра вĕренекен Дарья Семенова хăйĕн программипе хатĕрленĕ концерт кăтартнă. Репертуарта тĕрлĕ композиторсен музыка хайлавĕсем пулнă: А.Гедикен «Этючĕ», Т.Назарован «Вариацийĕсем», В.Золотарев йĕркеленĕ «Ой, лопнув обруч» композици. Даша шкулти, районти тата республикăри мероприятисене хастар хутшăнать. Хальхинче те вăл пĕр класра вĕренекенсем умĕнче хăйĕн пултарулăхне туллин кăтартнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 января 2012
00:00
Поделиться
;