Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕвесене юсаççĕ, тавралăха илемлетеççĕ

Элĕк районĕнчи Мăн Этмен ялĕ патĕнчи пĕвене тĕпрен юсаççĕ. Пĕтĕм ĕçе пурнăçлама хыснаран 5 млн тенкĕ ытла уйăрма пăхнă. Анаткас Çулавăçăн шыв эрозине хирĕç кĕрешмелли пĕвине те çĕнетеççĕ. Унта 1,5 млн тенкĕ тăкакласшăн. Çакна каламалла: пĕвесене юсани пысăк ĕç, тавралăх та илемленĕ.

ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх муниципалитет харпăрлăхĕ шутланакан тата хуçи кам пулни паллă мар гидротехника хатĕрĕсене тĕпрен юсама Федераци хыснинчен 2012 çулта 34,2 млн тенкĕ илме ыйту тăратнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 февраля 2012
00:00
Поделиться
;