Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пултаруллисене – премисем

Чăваш Енри 60 çамрăк кăçал РФ  президенчĕн премине илни паллă, çав шутран 8-шĕ 60-шар пин, 52-шĕ 30-шар пин тенкĕ. Преми лауреачĕсен йышĕнче шкул ачисем ытларах – 45 çын. Лауреатсен шутĕнче Элĕкри вăтам шкулта вĕренекен, çамрăк геологсен республикăри слечĕн çĕнтерÿçи Ангелина Вячеславовна Викторова та пур.

Вăл вĕренÿре, тĕпчев, наука, пуçарулăх, производство, спорт, обществăлла ĕç тата бизнес-проект енĕпе пысăк пултарулăх  кăтартса, ЧР Пуçлăхĕн премине те илме тивĕçнĕ. Кăçал çулталăкĕпех уйăхсерен  1830 тенкĕ илсе тăрĕ.

Ку пысăк чыса çĕнсе илнисен йышĕнче Егор Александрович Григорьев ячĕ те пур. Ангелина Викторовăпа Егор Григорьев  иккĕшĕ те 10-мĕш класра вĕренеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 февраля 2012
00:00
Поделиться