Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чуна уçса калаçрĕç

Халăхпа информации тĕл пулăвĕсем ирттересси пирĕн районта йăлана кĕчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Н. Куликов тата Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ В. Н. Иванов Ураскилт тата Мăн Вылă ял тăрăхĕсенче пулчĕç. Ураскилт ял тăрăхĕнчи тĕл пулу кунти вăтам шкулта иртрĕ. Унти актив тата ял тăрăхĕн депутачĕсем активлă хутшăнчĕç.

Валерий Николаевич 2011 çулта Чăваш Енри экономикăра макроэкономика лару-тăрăвĕ, тĕпрен илсен, ăнăçлă пулнине палăртрĕ. Промышленность тата ял хуçалăх продукчĕсем туса кăларасси ÿснĕ.  Строительство, ваккăн сутмалли тавар çаврăнăшĕ, халăха тÿлевлĕ пулăшу парас, ĕç укçине ÿстерес енĕпе те кăтартусем лайăхланнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов районăн социаллă экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ, малашлăх пирки те чарăнса тăчĕ. Вăл çĕр пайĕсене харпăрлăха 2012 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен куçарма кирли çинчен каларĕ. Йĕркелесе çитереймен çĕр пайĕсем вырăнти администрации пурлăхĕ пулса юласси çинчен пĕлтерчĕ.

Ял тăрăхĕнче пурăнакансем сĕт хакĕ пĕчĕк пулнипе кăмăллă мар. Шкул маршрутне Шĕнтреш ялне çитичченех уçасси, ял тăрăхне комплекслă компактлă çĕнетесси çинчен ыйтусем çĕклерĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Н. Куликов ял çыннисен ыйтăвĕсене хăйĕн çине илнине, вĕсене пĕрле татса парасси çинчен каларĕ.

Çакăн пек тĕл пулу Мăн Вылă ял тăрăхĕн çыннисемпе те иртрĕ. Кунта пурăнакансене те сутăн илекен сĕт хакĕ тивĕçтермест. Вĕсем шкул çурчĕн тăррине юсасси, Çирĕккасси ялĕнче чарăну павильонне тăвасси канăçсăрлантарнине те палăртрĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 февраля 2012
00:00
Поделиться
;