Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кÿршĕсемпе тĕл пулчĕç

Шахмăта юратакансен «е2-е4» клубăн членĕсем çулсеренех кÿрщĕллĕ районти шахматçăсемпе тĕл пулусем ирттереççĕ. Кăçалхи ăмăртусене вĕсем кăрлачăн 28-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Тивĕшре уçрĕç. Ку хутĕнче клубăн чысне А.П. Дмитриев (Шуркасси), А.Ф. Степанов (Элĕк), В. Филиппов, (Элĕк шкулĕ), А.А. Иванов (Элĕк), Б. И. Кириллов (Мăн Вылă), З.П. Федоров хÿтĕлерĕç. Муркаш районĕнчен те улттăн пулчĕç.

Ăмăртура пирĕн район шахмăтçисем Муркаш командинчи кашни çынпа вылярĕç. «е2-е4» клубăн членĕсем 18,5 чухлĕ очко пухса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç, Муркашсен куçса çÿрекен кубокне Элĕке илсе килчĕç. Муркаш шахмăтçисем те  аван вылярĕç, 17,5 очко пухма пултарчĕç. Лайăх вылянă шахматçăсене грамотăсемпе тата медальсемпе чысларĕç. Вĕсен шутĕнче пирĕн командăри А. Степановпа В. Филиппов пулчĕç.

Çак кунсенче кÿршĕсен шахмăтçисем В. А. Верендеев 80 çул  тата Г. Е. Краснов 75 çул тултараççĕ. Икĕ район шахмăтçисем вĕсене сехетсем парнелерĕç



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 февраля 2012
00:00
Поделиться
;