Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕрле канашланăран

Элĕк районĕнчи Мăн Выла ял тăрăхĕнче 1240 çын пурăнать. Демографи тăрăмĕ пĕлтĕр лайăх енне улшăннă. Çут тĕнчерен уйрăлакансен шучĕ вара палăрмаллах чакнă. Ялсен инфратытăмĕ çĕнелет: хальтерех пурăнма кĕнĕ çуртсенче кĕреке юрри тăтăш янăрать. Нумай ачаллă çемьесем валли кил-çурт çавăрма, хуралтăсем çĕклеме тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ уйăрмалли программа ăнăçлă пурнăçланать. Сăмахран, Андрей Михайлов çемйине çав тĕллевпе 98 сотка çĕр уйăрса панă. Ĕçчен те çураçуллă кил-йышра 6 ача тĕрĕс воспитани илсе ÿсет. Аслисенчен иккĕшĕ вăтам шкула ылтăн медальпе вĕçленĕ, виççĕмĕшĕ ăс пухма çÿрет, кĕçĕннисем килте-ха. Шел, ялта ача сачĕ çук. Хальлĕхе. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ку ыйтăва кун йĕркинчен кăлармасть. Шкул çулне çитменнисен унччен амăшĕ -асламăшĕпе пулма тивет. Татьяна Михайлова та кĕçĕннипе декретлă отпускра. Элĕкри тĕп сыватмăшра медицина сестринче вăй хунă. Мăшăрĕ çĕнĕ çурт лартма укçа ĕçлесе илес тĕллевпе аякка кайнă вăхăтра вăл йышлă выльăх-чĕрлĕхне те, ачи-пăчине те пăхать. «Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнсан йывăрлăхсене çĕнтерме пулать», - теççĕ Михайловсем. Ял территорийĕнче кун пек çемьесем татах  пур.

Вырăнти влаç тилхепине Николай Иванов тытнăранпа вăхăт нумаях иртмен-ха. Ял хуçалăх институтне пĕтерсен пĕр тапхăр хуçалăх ертÿçинче тăрăшнă. Çавăнпа çынсен ыйтăвĕсем, нуши-терчĕ уншăн çывăх. Юлашки вăхăтрă усă курман çĕрсен шăпи питĕ канăçсăрлантарать, ăна хăвăртрах татса пама май килтересшĕн. Юрат-ха, Мăн Выла ял тăрăхĕнче 9 фермер хуçалăхĕ тата ăнăçлă аталанакан ял хуçалăх предприятийĕ пур – вĕсем пулăшаççех.  Çĕрсене камăн усăсăр вырттарас килтĕр.

Ял çыннисен хĕллехи канăвне аван йĕркеленĕ. Çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарма вăтам шкул ертÿлĕхĕпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Каçсерен шкулăн спорт залĕнче волейболла выляççĕ, шашка –шахмат сĕтелĕ хушшине лараççĕ, тĕрлĕ секцие çÿреççĕ...

Иртен пуçласа каçченех халăх хушшинче Николай Иванович. Пур ыйтăва та унпа канашласа татса панăран ĕç те ăнăçлă пырать.



"Хыпар"
04 февраля 2012
00:00
Поделиться
;