Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Культура ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарĕç

Культура ĕçченĕсен хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ. Вĕсен кашни çул çулталăк пуçламăшĕнче халăх умĕнче отчетлă концертсем кăтартмалла. Çавна май отчетпа кашни ял тăрăхĕсенчи культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем тата культура ĕçченĕсем (библиотекарьсем те кĕреççĕ) тĕплĕн хатĕрленме пуçланă. Пултарулăх тапхăрĕ февралĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 25-мĕшĕччен пырĕ. Юлашкинчен, февралĕн 29-мĕшĕнче, лайăх номерсенчен тăракан пысăк отчетлă концерт Элĕкри культурăпа кану центрĕнче иртĕ.

Культура ĕçĕ-хĕлĕпе чи малтан Йăлкăш ял тăрăхĕ паллаштарĕ.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 февраля 2012
00:00
Поделиться
;