Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Регистраци правилисенчи çĕнĕлĕхсем

Раççей Федерацийĕн Правительстви 2010 çулхи чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче граждансене регистрацие илмелли тата регистрацирен кăлармалли йĕркесене çĕнĕ улшăнусем кĕртесси пирки ятарлă йышăну турĕ. Ку постановление граждансен ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсене шута илсе йышăннă. Вăл 2010 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче вăя кĕчĕ.Вулакансене çак улшăнусем çинчен çапла пĕлтересшĕн. Çĕршывра пĕр вырăнта тĕпленсе пурăнакансем те, вырăнтан вырăна куçса çÿрекенсем те сахал мар. Вĕсен хăйсем ăçта кайни, хăш вырăнта пурăнни çинчен пĕлтерсех тăмалла. Регистрацие илмелли çĕнĕ улшăнусем граждансене самаях çăмăллăх кÿреççĕ.

Регистраци учечĕн срокĕ малтанхи пекех – 3 кун. Регистраци учечĕн органне заявлени электронлă йĕркепе пырсан, унăн ыйтăвне йышăнни çинчен çав кунхинех пĕлтеретпĕр. Регистраци учечĕн свидетельствине гражданин миграци службин районти уйрăмĕнче тÿрех илме пултарать, çавăн пекех свидетельствăпа почтăпа тата электронлă çыхăну урлă та тивĕçтеретпĕр.

Регистраци учечĕн заявленине граждансем пĕрлĕхлĕ портал урлă куçарса пама пултараççĕ. Заявление йышăнни тата унăн ыйтăвне тивĕçтермелли йĕркесем çинчен эпир гражданина çийĕнчех хуравлатпăр.

Çакна аса илтерни те вырăнлă пулĕ: гражданин регистрацие тăмасăр пурăнать пулсан, ăна 1500-2500 тенкĕ таран штраф тÿлеттереççĕ. Тĕрĕс мар сведенисемпе суя документсем тăратнăшăн та, çавăн пекех вăл е ку çĕрте вăрттăн пурăннăшăн та çирĕп явап тыттараççĕ.

Кĕскен каласан, кашни гражданинăн паспорт требованийĕсене тĕрĕс пăхăнса пурăнмалла. 14 çул тултарманнисене пирĕн службăна çурални çинчен калакан свидетельство илсе килме ыйтасшăн, ку вăл – паспорт илме хатĕрлемелли документ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 февраля 2012
00:00
Поделиться
;