Ача çураласси ÿсрĕ
Çулталăк пуçлăннăранпа Элĕк районĕнчи ЗАГС пайне 150 çын тĕрлĕ ыйтупа килнĕ. 63 акт çырăвне регистрациленĕ. Вĕсенчен 29-шĕ ачасем çурални çинчен. Кăрлач уйăхĕнче çут тĕнчене 22 арçын ачапа 7 хĕр ача килнĕ. Пĕлтĕр çав тапхăрта 16 пепке çуралнă. 13 çемьере пĕрремĕш ача кун çути курнă. Чылай чухне ачасем 21-30 çулхи амăшĕсенчен çуралнă. Чи çамрăк амăшĕ – 1993 çулхи пулнă. Чи асли вара 1969 çулта çуралнăскер.
2012 çулхи кăрлач уйăхĕнче вилни çинчен 26 акт çырнă. 10 арçынпа 16 хĕрарăм пурнăçран уйрăлнă. Арçынсен пурăнаслăхĕ 59 çулпа танлашнă, хĕрарăмсен – 75 çул. Мăшăрланасси çинчен пĕлтерсе икĕ акт çырнă. Мăшăрланакансен вăтам çулĕ 25-34.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета