Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вĕренÿре маттур

Раиса Моисеевапа Людмила Никифорова Мăн Вылăри вăтам шкулта пĕлÿ илеççĕ. Вун пĕрмĕш класра ăс пухаççĕ хĕрсем. Вĕренÿре пиллĕк паллăпа кăна ĕлкĕрсе пыраççĕ. Шкулта, районта иртекен тĕрлĕ мероприятисенче хастарлăх кăтартаççĕ. Акă иртнĕ кунсенче тантăшсем республика шайĕнче иртнĕ чăваш чĕлхипе литература олимпиадине хутшăннă, кăсăклă ыйтусем çине тĕрĕс хуравласа нумай бал пухнă. Малти вырăнсене йышăннă.

Çулсеренех çитĕнÿсем тăваççĕ вĕренекенсем. 2009 çулта Люда пĕрремĕш вырăна тухса «Орленок» лагере кайма путевка тивĕçнĕччĕ, пĕлтĕр Рая иккĕмĕш вырăна тухнă. Хĕрсем шкулти пур предметпа та туслă. Р.Моисеева спортра та хăй тÿпине хывать пулсан, Л.Никифорова тĕрлĕ конференцисене хутшăнать.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 февраля 2012
00:00
Поделиться
;