Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăксем ăсталăх кăтартрĕç

Çак кунсенче çамрăксен пултарулăхне аталантарас тĕллевпе Элĕкри культурăпа кану центрĕнче çамрăксен КВН командисен фестивалĕ иртрĕ. Унта хутшăнакансем харпăр хăй командин саламне тата «Истори» темипе çыхăннă юрăллă видеоролик хатĕрленĕ.

Икĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, жюри 1-мĕш вырăна Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулăн «Хĕвел ачисем» командине пачĕ. 2-мĕш вырăна Элĕкри вăтам шкулти «Пурте хамăрăн» тата Тавăтри вăтам шкулти «Реклама роликĕ» командăсем пайларĕç. 3-мĕш вырăна Питĕшкасси шкулĕнчи каччăсен команди тивĕçрĕ.

Çамрăксен командисем хушшинче ехремкассисем пĕрремĕшĕ, мăн вылăсем – иккĕмĕшĕ пулчĕç.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 февраля 2012
00:00
Поделиться
;