Интерес пысăк
Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регионти тапхăрĕ иртнĕ. Унта 9-11 классенче вĕренекенсем пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 23 предметпа хăйсен ăс-хакăлне тĕрĕсленĕ. Олимпиадăна Элĕк районĕнчи шкул ачисем те хутшăннă.
Вырăс литературипе Элĕк шкулĕнчи 11-мĕш класра вĕренекен Юлия Семенова, право предмечĕпе Питĕшкасси шкулĕнчи 11-мĕш класри Анастасия Еремеева палăрнă. Элĕк шкулĕнчи 11-мĕш класра вĕренекен Татьяна Павлова технологи мелĕсене лайăх пĕлнине кăтартнă. Юнтапа шкулĕнчи 9-мĕш класри Анастасия Никандрова историпе тата тăван тăрăхăн культурипе призерсен йышне кĕнĕ. Чăваш чĕлхипе тата литературипе Мăн Вылă шкулĕнчи 11-мĕш класри Людмила Никифоровăпа Раиса Моисеева палăрнă.