Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкула вăтăр ултă ялтан килеççĕ

Элĕкри И.Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул районти чи ватă, малта пыракан вĕрентÿ учрежденийĕ. Мĕнле шухăш-ĕмĕтпе пурăнаççĕ-ха кунти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем? Пĕрремĕш çур çул кăтартăвĕсем мĕн çинчен калаççĕ? Çавăн çинчен каласа пама ыйтрăмăр та шкул директорне В.Волкова. – Владислав Константинович, сăмахăра хăвăртанах пуçлăр-ха. Эсир вĕрентÿ тытăмĕнче çĕнĕ çын мар ĕнтĕ, чылай çул вăй хурса опыт та пухрăр.

– Тĕрĕсех, кăçал маншăн хăйне май юбилей çулĕ. Эпĕ шăпах çирĕм çул каялла – 1992 çулта шкул алăкне уçса кĕнĕ. Ун чухне Совет Союзĕ арканчĕ, малтанхи вĕрентÿ кĕнекисене пĕтерчĕç, çĕннисем çукчĕ-ха. Нимĕнле программа та пулман. Эпĕ историпе обществознани вĕрентекенĕ пулнă май, мана пушшех те кирлĕ пулнă вĕсем. Уроксенче хам мĕн пĕлнине каласа панипе çырлахма тиветчĕ. Мухтанмастăп, паллах, 2000 çулта Пĕтĕм Раççейри «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурс çĕнтерÿçи пулни хавхалантарчĕ мана.

Хамăн предмета эпĕ ача чухнех килĕштернĕ. Килте кĕнекесем нумайччĕ, уйрăмах истори литератури. Шăллăм Эдуард та вĕсемпе интересленетчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл та ман çулпах кайрĕ. Халĕ, акă, Элĕк шкулĕнче тăваттăн вăй хуратпăр. Эдуард Константиновичпа унăн мăшăрĕ Ирина Николаевна иккĕшĕ те историксем. Манăн мăшăрăм, Инна Михайловна, чылайранпа ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Икĕ хĕр ача пăхса ÿстеретпĕр, вĕсем шкула çÿреççĕ.

2009 çулта мана ертÿçĕ тилхепине шанса пачĕç. Тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырасси – манăн тĕп тĕллев. Çемье пулăшать. Эпир – учительсен династийĕ. Аттепе анне иккĕшĕ те шкул директорĕсем пулнă. Вĕсем мана пулăшаççĕ. Çавна май хама хам лайăх туятăп, пурне те пулăшма тăрăшатăп.

– Вĕрентекенсен йышĕ пирки мĕн каланă пулăттăр. Педагогсем çителĕклех-и? Вĕсен квалификаци шайĕ тивĕçтерет-и?

– Коллектив çине пăшăрханма сăлтав çук. Шкулта пултаруллă, тăрăшуллă çынсем вăй хураççĕ. Пурĕ 52-ĕн шутланаççĕ вĕсем. Тĕпрен илсен, аслă тата пĕрремĕш категориллĕ. Стаж енĕпе илсен, Зоя Егоровна Куликова, Валентина Михайловна Порфирьева, Геннадий Николаевич Михайлов, Валентина Иосифовна Димитриева пуринчен те ытларах ĕçлени курăнать. Пĕр улшăнмасăр нумай çул ĕçлекенсем татах та чылай пирĕн. Станислав Николаевич Куликов тата Марина Геннадьевна Данилова, Тамара Георгиевна Чашкова заместительсем çине таянса ĕçлеме май пурри те кăмăла çĕклет. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче икĕ çамрăк вĕрентекен хушăннипе те кăмăллă эпир. Вĕрентекенсен йышĕнче хĕрарăмсем йышлăн, арçынсем вара сахалтарах. Вĕрентекенсен пуçарулăхĕ ÿссе пынине палăртма кăмăллă. «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ географи вĕрентекенĕ Людмила Иосифовна Петрикова хăй вĕренекенĕсемпе пулман вырăн Чăваш Енре сахалтарах. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсене те çитнĕ.

– Юлашки вăхăтра вĕрентекенсен шалăвĕ ÿсни паллă ĕнтĕ. Çавна вырăнта мĕнле йышăнтăр? Хавхалану туйăмĕ те ÿсрĕ пулĕ.

– Ытларах тÿлеме пуçласан кам савăнмĕ-ха. Вĕрентекенсем хушшинче çапла каласси йăлана кĕнĕ: «Пĕр ставкăпа ĕçлесен укçа-тенкĕ çăкăр çиме çитмест. Икĕ ставкăпа тимлесен вара апатланма вăхăчĕ те çук». Тÿрех калатăп, икĕ ставкăпа тăрăшулăх кăтартакансем те пур коллективра. Шалу хăпарни вара палăрмаллах сисĕнчĕ. Сăмахран, иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнчи вăтам ĕç укçи 14 пин тенкĕрен иртрĕ.

Çамрăк вĕрентекенсем çăмăллăхпа усă кураççĕ. Вĕсем нумай çул вăй хуракансенчен те ытларах – 17-18 пин таранах ĕçлесе илме пултараççĕ.

– Владислав Константинович, шкулта вĕренекенсен шучĕ хушăнать-и е чакать;

– Шел пулин те, юлашки вăхăтра ачасен хисепĕ сахалланчĕ. Маларах 800-тен иртнĕ пулсан, хальхи вăхăтра 712-ĕн. Классем пĕтĕмпе 34. Вунă çул каялла аслă классем 6-шар та пулнă, халĕ вуннăмĕшсемпе вун пĕрмĕшсем 4-шар класс. Ачасем вăтăр ултă ялтан килеççĕ. Вĕсене шкула çитерессипе тата килĕсене ăсатассипе ятарлă виçĕ автобус çула тухаççĕ.

– Вĕренекенсен пĕлÿ шайĕ çинче те чарăнса тăрăр-ха. Иртнĕ икĕ чĕрĕке епле вĕçлерĕр;

– Отличниксем 51 пулни палăрчĕ. Ударниксем вара йышлăн. Вĕренекенсем олимпиадăсене активлă хутшăнаççĕ. Вун пĕрмĕш класри Юлия Семенова темиçе предметпа та çирĕп тĕрĕслев витĕр тухрĕ. Вырăс чĕлхипе, вырăс литературипе, биологи, экологи предмечĕсемпе пĕрремĕш, химипе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕ. 293 вĕренекен хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç, 80-шĕ – çĕнтерÿçĕсем.

– Шкул ку чухнехи техникăпа пуян пулни те паллă.

– 2006 çулта республикăра пуринчен малтан электрон дневникĕсемпе журналĕсене ĕçе ятăмăр. Çавăнта информатика учителĕн Виталий Путеровăн, ун чухнехи директорăн Анатолий Дмитриевăн тÿпи пысăк. Пирĕн шкулта халĕ 70-е яхăн компьютер. Электрон почти ĕçлет. Унпа вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ те усă кураççĕ.

– Вĕрентÿ тытăмĕнче татса памалли те сахал мар пулĕ. Пăшăрхантакараканни те пурах ĕнтĕ.

– «Ачана кам çуратнă, çавăн пăхса ÿстермелле», – тенĕ. Хăшпĕр ашшĕ-амăшĕсем ачисене аслă ăрурисемпе – аслашшĕ-асламăшĕпе хăвараççĕ те хăйсем ĕçлеме аякка çÿреççĕ. Çакă вара пурнăç ыйтнипе килĕшсе тăмасть, ачасем çине япăх витĕм кÿрет. Кулленхи ĕçе лайăхлатса пырса вĕрентÿре ÿсĕм тăвасси – пирĕн тĕп тĕллев.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 февраля 2012
00:00
Поделиться
;