Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хăрушă кунсем манăçран тухмĕç

Афган çĕрĕ çинчен совет çарĕсене илсе тухнăранпа çирĕм виçĕ çул çитрĕ. Çар тивĕçне пурнăçланă май Элĕк районĕнчен унта 145 çамрăк хутшăннă. Халĕ 67 воин-интернационалист пурăнать. Ют çĕр çинче ĕмĕрлĕхех куçне хупнисен йышĕнче Ишпарайккăри О.Прокопьев.

Район администрацийĕнче, йăлана кĕнĕ тăрăх, воин-интернационалистсемпе тĕл пулу иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатчĕ, Муркашри чăх-чĕп фабрикин директорĕ Н.Ванеркин афганецсене çирĕп сывлăх, тулли телей сунчĕç. Афганистан ветеранĕсен канашĕн районти уйрăмĕн ертÿçи В.Иванов паттăрсен ячĕсене аса илчĕ, иртнĕ вăхăта халĕ те манманнине пĕлтерчĕ.

Афганистанра тата Чечен çĕрĕ çинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç, О.Прокопьев вил тăприйĕ патне кайса килчĕç.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 февраля 2012
00:00
Поделиться
;