Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕрлĕ ыйту хускатнă

Информаци кунĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов ертсе пыракан ушкăн Ураскилт ял тăрăхĕнче пулнă. Вĕсем Мăн Тукташ ялĕнче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçнă. А.Куликов пуçлăх çывхарса килекен суйлав уйрăмлăхĕпе паллаштарнă, районăн социаллă пурнăçĕпе экономики еплерех аталанса пыни çинчен каласа панă, малашнехи тĕллевсене пĕлтернĕ.

Тĕлпулура «Ылтăн çăм» агрофирмăн генеральнăй директорĕ Э.Павлов агрофирма иртнĕ çулта туса ирттернĕ ĕçсем çинчен сăмах каланă. Тĕлпулăва хутшăннисем тĕрлĕ ыйту хускатнă: ял хуçалăхне аталантарасси, Ураскилтре ача-пăча садикне тăвасси, сĕт-çу хакĕсем, тавралăха тирпей-илем кÿресси, пĕвесене тасатасси, çĕр пайĕсене харпăрлăха илесси тата ыттисем те. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов тĕлпулура панă ыйтусене пурте пĕрле пулса татса пама шантарнă.

Кун хыççăн информаци ушкăнĕ Тури Выла ялĕнче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçнă.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 февраля 2012
00:00
Поделиться
;