Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕç ветеранĕсене - удостоверенисем

Тĕрлĕ сăлтавсене пула хăй вăхăтĕнче пысăк хисеп хучĕсем е наградăсем илеймен çынсем те хисепсĕр мар халь. Тÿрĕ кăмăлăпа ĕçленĕ вăйпитти ĕçченсене малтан та «пысăк» парнесĕр хăварман-ха: колхозсенче тутăрсем е шĕлепкесем, кĕпесем е кофтăсем, учрежденисенче ĕмĕр асăнмалăх юлакан хутсем паратчĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕн «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят илме право пур граждансен категорийĕсем çинчен» калакан пĕлтĕрхи Указĕ нумай çул ĕçленĕ çынсене кÿнĕ чăннипех пысăк парне пулчĕ. Çак парнене, хĕрĕх çул ытла ĕçлесе, пирĕн енче чи малтан тăваттăн тивĕçнĕ: Наталия Иванова тата Тамара Леонтьева (Вутлан), Зоя Степанова (Тури Татмăш), Елена Семенова (Вăрманкас). Тăван çĕр-шыв сыхлавçисен кунĕ умĕн Вутланти культура çуртĕнче савăнăçлă лару-тăрура Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.М.Ефимов вĕсене ĕç ветеранĕн удостоверенийĕсене пачĕ, хисеплĕ ят илнипе саламларĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 февраля 2012
00:00
Поделиться
;