Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăвашлăх аталантăр

Çак кунсенче райадминистрацин актсен залĕнче Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Г.Н.Архипов, унăн çумĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн этнопедагогика кафедрин ертÿçин çумĕ, педагогика наукисен кандидачĕ К.П.Портнов чăвашлăх темипе калаçу ирттерчĕç.

К.Портнов чăваш чĕлхине малалла аталантарас ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. ЧНК-ан президенчĕ Г.Н.Архипов чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри çитменлĕхсем çинчен каларĕ. Вăл наци телекуравĕнче чăвашла калаçма кадрсем çитменнине, тĕрлĕрен учрежденисенче чăвашла пачах пуплеменнине палăртрĕ.

Чăваш театрĕн критикĕсем, чăваш композиторĕсем ытларах кирлине палăртрĕ доклад тăвакан. Вĕсем те çитмеççĕ. Çавăнпа ĕçлемелли нумай.

Юлашкинчен чăваш чĕлхине вĕрентекенсен ассоциацийĕн комитетне пилĕк çынтан суйларĕç. Унăн ертÿçи пулма М.Леонтьевăна çирĕплетрĕç. Елена Шурту артистка илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕ. Элĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем те аякра юлмарĕç, уйрăммăнах Л.Филиппова, В.Терентьев куракансен кăмăлне çĕклерĕç.

«Алран кайми аки-сухи...» юрра мăнаçлăн юрласа канашлу ĕçне вĕçлерĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 февраля 2012
00:00
Поделиться
;