Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Свидетельствăсем савăнăçлă лару-тăрура панă

Район администрацийĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене тата вĕсен çемйисен членĕсене пурăнмалли çурт-йĕр тума тата туянма социаллă тÿлев илме савăнăçлă лару-тăрура свидетельствăсем панă. Аслă Отечественнăй вăрçăн 2 участникĕпе 7 тăлăх арăм свидетельствăсене тивĕçнĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Куликов ветерансене тата тыл ĕçченĕсене Аслă Çĕнтерĕве пысăк тÿпе хывнăшăн тав тунă.

Аслă ăру çыннисем те çĕршыв, республика тата район ертÿçисем ячĕпе ăшă сăмахсем каланă.

Паянхи куна илсен, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма шута илнĕ вăрçă тата тыл ветеранĕсем 158 çын шутланаççĕ. Çав шутран 131-шĕ свидетельствăсем илнĕ. Çурт-йĕр туяннисем – 122 ветеран.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 февраля 2012
00:00
Поделиться