Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хăтлă çуртра пурăнма та лайăх

«Раççей гражданĕсене – хăтлă та тивĕçлĕ çурт-йĕр» наци программине пурнăçласа, 2002-2011 çулсенче Элĕк районĕнче пĕтĕмпе 259,571 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр тунă. 254,593 тăваткал метрне граждансем харпăр хăй тĕллĕн çĕкленĕ.Вулакансене хăш-пĕр кăтартусем те кăсăклантараççĕ пулĕ. Акă 10 çул каялла районта патшалăх укçипе пурăнмалли пĕр хутлă çурт та туман. 2003 çулта вара 24 хваттерлĕ çурт туса лартнă. 2004-2005 çулсенче те хваттерсене хута яни пулман. 2006-2007 çулсенче вара умлă хыçлах 12 тата 9 хваттерлĕ çуртсем хăйсен хуçисене йышăннă. 2009 çулта 30 хваттерлĕ, тепĕр çулне 9 хваттерлĕ 2 çурт хута кайнă.

Харпăр хăй вăйĕпе çурт-йĕр çĕклекенсемшĕн 2006 çул уйрăмах паллă. Çав çулхине районта пурăнакансем 420 çурт туса лартнă. 2007 çулта – каллех тепĕр 367 çурт, ун хыççăнхи 2008, 2009, 2010, 2011 çулсенче – 358, 120, 128, 148 çурт.

2002-2011 çулсенче пурĕ 52 çамрăк çемье (162 граждан) пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Çакна валли 19680,99 пин тенкĕ уйăрса панă. Çав шутран федераци бюджетĕнчен – 10255,952 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен – 7689,271 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран – 1735,127 пин тенкĕ. Çак тапхăрта районта 3229,19 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă.

Юлашки 10 çулта Чăваш Республикин çамрăк граждансене пулăшмалли программине пурнăçласа республика бюджетĕнчен 4443,801 пин тенкĕ, хамăр районтан 56,949 пин тенкĕ уйăрнă. Ку программăпа 60 çемье хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă, пурĕ 4664,09 тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр хута янă.

Федерацин «Ялсене 2013 çул таранччен аталантарасси» тĕллевлĕ программине пурнăçласа 122 çемье хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатнă. Çак тĕллевпе 2002-2011 çулсенче федераци бюджетĕнчен 15916,56 пин тенкĕ, республикăран 1022,66 пин тенкĕ, хамăр районтан 2367,91 пин тенкĕ уйăрнă. Асăннă программăпа 11361,68 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă.

Çамрăк специалистсемпе вĕсен çемйисене те сахал мар тимлĕх уйăрнă. Акă иртнĕ 10 çулта 39 çамрăк çемье 12974,29 пин тенкĕпе усă курнă, вĕсем 3428,88 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр çĕкленĕ.

Тăлăх ачасем – уйрăм шутра. Асăннă тапхăрта ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă 14 ачан пурăнмалли условийĕсене лайăхлатнă. Вĕсем валли 620,8 тăваткал метр çурт-йĕр тунă (пĕтĕмпе 7280,9 пин тенкĕлĕх).

Вăрçă ветеранĕсене те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Акă юлашки çулсенче кăна 126 ветеранăн пурнăç условийĕсене лайăхлатнă, çакна валли 114760,8 пин тенкĕ тăкакланă.

Кăçалхи тĕллевсем те пысăк. Мĕнпур укçа-тенкĕ çăлкуçĕсемпе усă курса 17 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута яма пăхнă.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 февраля 2012
00:00
Поделиться
;