Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шĕмшешсем Хĕлпе сывпуллашрĕç

Шĕмшеш салинче Хĕл ăсатăвĕ иртрĕ. Уявра çынсем юрласа та ташласа савăнчĕç. Спорт ăмăртăвĕсем çивĕч пулчĕç. Хĕрарăмсен икĕ команди футболла вылярĕç. Кунта Шĕмшеш чиперукĕсем çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç, иккĕмĕш вырăнта – Ишпарайкка команди. Пăшалтан тĕл перессипе Шĕмшеш шкулĕнчи 11 класра вĕренекен Виктория Платонова пуринчен нумайрах очко пухрĕ. Дротик ывăтассипе Ишпарайккăри Надежда Николаевăна çитекенни пулмарĕ.

Хĕл ăсатăвĕн уявĕнче капăрлатнă лашасемпе хаваслă ача-пăчана катаччи ярăнтарчĕç. Хăнасене «Михалыч патĕнче» магазинта ăшă икерчĕпе, вĕри чейпе сăйларĕç.

Муркашри культура çурчĕ çумĕнчи «Расна» ансамбль хаваслă концерт кăтартрĕ.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 марта 2012
00:00
Поделиться
;