Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вĕренекенсем хăйсен шухăшне пĕлтернĕ

Кăçалхи кăрлачра Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ сочиненисен «Манăн шухăш» конкурсне ирттернĕ. Унта пĕтĕмĕшле шкулсенчи 8-11 классенче вĕренекенсем хутшăннă.

Пенси фончĕн районти управленине 7 сочинени тăратнă. Пултарулăх ĕçĕсене пăхса тухса комисси чи лайăх 4 сочинение палăртнă. Акă вĕсен авторĕсем: Элĕк шкулĕнчи Кристина Сергеева, Ураскилт шкулĕнчи Татьяна Козлова, Мăн Вылă шкулĕнчи Инесса Шашкина, Ураскилт шкулĕнчи Евгения Федорова.

Мала тухнисен сочиненийĕсене республикăри иккĕмĕш конкурса хутшăнма Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмне ярса панă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 марта 2012
00:00
Поделиться
;