Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хĕр ачасем ытларах çуралнă

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ нарăс уйăхĕнчи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ. Иртнĕ уйăхра 14 пепке çут тĕнчене килнине регистрациленĕ, пĕлтĕрхи нарăсра – 15 ача. Нарăсра çуралнисенчен 8-шĕ – хĕр ачасем, 6-шĕ – арçын ачасем. Пĕрремĕш ача 4 çемьене килнĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем – 4-шар çемьере, 2 çемьере – тăваттăмĕш ача.

Иртнĕ уйăхра 36 çын леш тĕнчене ăсаннă (пĕлтĕр – 27 çын). Вилнисенчен 24-шĕ – арçынсем, 12-шĕ – хĕрарăмсем.

Çичĕ çĕнĕ çемьене регистрациленĕ, иртнĕ çулхи нарăсра та çавăн чухлех. 5 мăшăр уйрăлнă, пĕлтĕр – 7 уйрăлу.

Пĕр арçынна ашшĕ пулнине çирĕплетнĕ.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 марта 2012
00:00
Поделиться