Çăмăллăхлă кредит самай пулăшать
Районта пурăнакансене çăмăллăхлă кредитпа усă курни харпăр хăй хуçалăхне аталантарма лайăх майсем туса пачĕ. «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçласа чылайăшĕ çăмăллăхлă кредитсем илеççĕ.
Кăçалхи икĕ уйăхра кунашкал кредитпа 66 çын усă курнă, ку вăл пĕлтĕрхи кăрлач-нарăсринчен 21 хуçалăх нумайрах.
Çулталăк пуçланнăранпа 11732 пин тенкĕлĕх кредит йĕркеленĕ, иртнĕ çулхи икĕ уйăхра – 6925 пин тенкĕлĕх. Раççей Перекет банкĕн Элĕкри уйрăмĕнчен 6428 пин тенкĕ, Раççейри ял хуçалăх банкĕн районти уйрăмĕ урлă 5304 пин тенкĕ илнĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета