Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Халăхпа хапха та уçăлать

Элĕк районĕнчи Тавăт ял тăрăхĕ халăха сывă пурнăç йĕркине явăçтарассипе тата çынсен  хастарлăхне ÿстерессипе курăмлă ĕçлет. Çак шухăш вырăнти влаçăн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне тишкернĕ май çирĕпленчĕ. Владимир Путинăн пĕр статьинче «Вырăнти хăй тытăмлăх валли кăтартусене регион шайĕнче çирĕплетессине е финанс ресурсĕсем уйăрассине çав кăтартусемпе çыхăнтарассине пăрахăçламалла»,- тенĕ. Федерацин 131 – мĕш саккунĕ вăя кĕнĕренпе вырăнти влаçăн полномочийĕсем самаях ÿсрĕç, анчах вĕсене туллин пурнăçлама укçа-тенкĕпе çирĕплетменни чăрмавсем кÿнĕччĕ. Тавăтсем кăткăс лару-тăрура та тĕрĕс çул-йĕр палăртнă. Халăхпа хапха та уçăлать тенине ялан асра тытаççĕ.

Иртнĕ çул ял тăрăхĕнче икĕ пĕвене юшкăнран нимелле тасатнă. Общество вырăнĕсене, тавралăха тирпей-илем куреççĕ, йывăç лартас ĕçе те халăха явăçтараççĕ. Владимир Путин демократи çинчен  калаçу пуçарнă май муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ертÿçисен хăйсен суйлавçисен умĕнче отчет тумаллине уйрăммăн палăртнă. Тавăт ял тăрăхĕнче вăй хуракансем çакна тĕпе хураççĕ. Светлана Железнова пуçлăх ял тăрăхĕнче пурăнакансене пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарать. Чи кирли – ăна тарăннăн тишкерсе ирттерни, ÿсĕмсемпе пĕрле çитменлĕхсем çинче те чарăнса тăни, малашнехи çул-йĕре палăртнă май халăхăн шухăш- кăмăлне шута илни. Уççăнлăхпа демократи принципĕсем кунта тĕп вырăнта. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче ял тăрăхĕ кашни ялтах отчет тунă, халăхпа курнăçнă. Тавăт ял тăрăхĕ 11 яла пĕрлештерет, 2535 çын пурăнать. Иртнĕ çул 33 ача çуралнă, 2010 çулхипе танлаштарсан 2 ача ытларах. Вилекенсен йышĕ те кăшт чакнă.

 

Хĕрарăмсен канашĕ пуçаруллă

Канаш ертÿçи – Алевтина Алексеева педагог. Çак ĕçе вăл юратса пурнăçлать. Чылай çул председатель тивĕçĕсене пурнăçлаканскере пĕр хушă каннă хыççăн иртнĕ çулхи кĕркунне хĕрарăмсен канашĕн тилхепине тыттарнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Раиса Григорьева палăртнă тăрăх – Алевтина Марковна пуçаруллă та хастар председатель, хăйне шанса панă ĕçе таса кăмăлпа пурнăçласа хĕрарăмсене пĕр çĕре чăмăртать. Иртнĕ çул ял уявĕсене хатĕрленсе ирттерес ĕçе хĕрарăмсен канашĕ хутшăннă, тирпей-илем кÿрес, чечексем, çырмасене çамрăк хунавсем лартас ĕçе пуçарнă. Тавăт ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕ çумĕнче тĕрлĕ кружок йĕркеленĕ – ал ăстисен, кулинарсен, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен. А. Алексеева вĕсен ĕç-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ.

- Кружока çÿрекенсен умĕнче специалистсем тухса калаçни вырăнлă. Вĕсем ял çыннине пăшăрхантаракан вун-вун ыйтăва уçăмлатаççĕ. Хĕрарăмсен тавра-курăмне ÿстерни ытларах тупăш илме пулăшать. Юлашки çулсенче çамрăксем те, аслăраххисем те илемлетсе çыхнă тутăрсемпе çÿреççĕ. Кăрлачра эпир ун вăрттăнлăхне алла илтĕмĕр. Тутлă апат-çимĕç пĕçерекенсен кружокĕ те лайăх ĕçлет. Авалхи тата хальхи юрăсемпе ташăсене вĕренекенсем те сахал мар. Эпир хĕл кунĕсенче тунсăхласа лармастпăр, пушă вăхăта усăллă ирттерсе ăсталăха туптатпăр.

 

Культура вучахĕсем сÿнмеççĕ

Ял тăрăхĕнче 4 культура учрежденийĕ, 3 библиотека. Вĕсем чăннипех те культурăпа кану центрĕсем пулса тăнă. Тавăтри культура çурчĕн директорĕ Алина Осипова çакăнта 1991 çултанпа тăрăшать. Иртнĕ çул Тавăтри культура çуртне тĕпрен çĕнетнĕ. Халĕ хăтлă кермене кĕме те кăмăллă. Ял тăрăхĕ культура çурчĕсен пурлăх никĕсне çирĕплетессипе тĕллевлĕ ĕçлет. Палăртма кăмăллă: ку тăрăхра юрă-ташăра пултарулли сахал мар. Кашни клубрах фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ. Сăмахран, Шураçсен «Хавас» ушкăн, Кĕçĕн Тăвансен – «Тăванлăх» тата ытти те. Вĕсен тĕллевĕ вырăнти халăхăн йăли-йĕркине упраса хăварасси, ăна халăх патне çитересси. Ахальтен мар Тавăт ял тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕ районта чи лайăххи.

Культура ĕçченĕсем кашни ÿсĕмрипе ĕçлеме тăрăшаççĕ. «Чи пахи – мероприятисене аслă ăрури çынсем хастар хутшăнни. Халăха явăçтарма çăмăлах мар пулин те – тăрăшатпăр», - терĕ Алина Осипова директор. Юлашки çулсенче вăй питти арçынсем аякка ĕçлеме çÿрени çĕнĕлĕх мар. Хĕрарăмсем килти хуçалăха аталантараççĕ, пушă вăхăтра култура çуртне çÿреççĕ. Ял тăрăхĕ ирттерекен мероприятисене хастар хутшăнакансен йышĕнче – Ольгăпа Николай Федоровсем, Наташăпа Виктор Хмеловскисем, Иринăпа Анатолий Никитинсем тата 60 çулти Зоя Петрова.

Иртнĕ çул пуçламăшĕнче ку тăрăхра усă курман çĕр чылайччĕ. Халĕ  çĕр лаптăкĕсен хуçисем саккунпа килĕшÿллĕн харпăрлăх прависемпе усă кураççĕ. Анчах пурте мар. 9 фермер хуçалăхĕ ку тĕллĕшпе çаврăнăçуллă ĕçлеме тытăннă. Пĕрисем выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, теприсем пахча-çимĕç ÿстереççĕ. Ялта пурăнакансем патшалăх паракан çăмăллăх кредитпа усă кураççĕ. Вун-вун çемье ăнăçлă аталанса тупăш илет. Ял тăрăхĕнче вăй хуракансем çынсен ĕçлес хастарлăхĕ чакманнине, малашлăх тĕллевĕсем пысăккине пĕлтерчĕç. Ял тăрăхĕнчи учрежденисем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленĕрен палăртни пурнăçа кĕрет.



"Хыпар"
17 марта 2012
00:00
Поделиться