Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тирпей-илем хĕлле те кирлĕ

Çапла, ялсенче тирпей-илем ĕçĕсем хĕл кунĕсенче те чарăнмаççĕ. Хальхи вăхăтра çулсене, урамсене хулăн юртан тасатаççĕ. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ автоçулсене йĕркеллĕ тытса тăрассипе «АДСК», «Магистральстрой» туллии маар яваплă обществăсем, С. Волков хресчен-фермер хуçалăхĕ, «Гусев» предприниматель организацийĕ ĕçлеççĕ.

Хĕл каçипе хĕвсе тултарнă юра тасатмашкăн техникăна туллин ĕçлеттереççĕ, çулсемпе урамсем тасалсах пыраççĕ. Çакăншăн ялсенче пурăнакансем питех те кăмăллă. Подряд организацийĕем туса пыракан ĕçсем транспорта çул-йĕр çинче çÿреме лайăх майсем туса параççĕ.

Паянхи кун çул-йĕр çинчи лару-тăру хăрушсăрлăх требованийĕсене йĕркеллех тивĕçтерет. Сиксе тухакан пĕтĕм ыйтусене вăхăтра татса параççĕ. Подряд организацийĕсем кирек мĕнле çанталăкра та çул-йĕре таса та йĕркеллĕ тытса тăма тăрăшаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 марта 2012
00:00
Поделиться