Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çитĕнÿ ăнтăлусăр пулмасть

Элĕк шкулĕнче тахçаннах уроксем вĕçленнĕ. Коридорсенче шăплăх хуçаланать. Хăш-пĕр пÿлĕмсенчен çеç вĕрентекен темĕн ăнлантарни кăштах илтĕнет. Кусем вун пĕрмĕшĕсем пĕрлехи патшалăх экзамене хатĕрленеççĕ, тĕрлĕрен-тĕрлĕ çĕнĕ задачăсем тишкереççĕ. Виççĕмĕш хутри пĕр пÿлĕмре те икĕ-виçĕ ачана темĕн ăнлантарать педагог. Асăннă ачасем черетлĕ конкурса хатĕрленеççĕ иккен. Людмила Иосифовна Петрикова вĕрентекен 10 «б» класри Егор Григорьевпа унăн Максим тусне интереслĕ литературăпа паллаштарать.

Çĕнни

интереслентерет

– Географи предмечĕпе туслашасси ăнсăртран пулмарĕ, – калаçу пуçарать хĕрлĕрех çÿçлĕ, çÿллĕрех кĕлеткеллĕ арçын ача. – Паянхи кун пекех пиллĕкмĕш класра географи урокне кĕрсе ларнине ас тăватăп. Вĕрентекен ăнлантарни маншăн çав тери интереслĕ пулчĕ.

Кашни урока хаваспа çÿрет Егор Григорьев. Çĕннине пĕлме ăнтăлать. Вĕрентекен ăлантарнипе çеç çырлахмасть, тарăнрах пĕлÿ илес тĕллевпе хушма литература вулать. Ăс-хакăлне ÿстерме районта, республикăра иртекен тĕрлĕ наука конференцийĕсене, олимпиадăсене хутшăнать.

– Пĕлтĕр акă республикăри географи, математика, биологи олимпиадисене хутшăнтăм, малти вырăнсене тивĕçрĕм, – хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарать вĕренекен.

Шкулти кашни предметпах аван ĕлкĕрсе пырать Егор.

«Урок та тепĕр чух манăçать»

Ача тени кирек епле пулсан та ачах ĕнтĕ. Е.Григорьев Элĕк шкулĕнче «4» тата»5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать пулин те килти ĕçе тепĕр чух пурнăçлама маннине пытармасть.

– Паллах, кун пек чухне вĕрентекен умĕнче намăсланатăп. Йăнăша кĕске вăхăтрах тÿрлетме тăрăшатăп, – пĕлтерет вуннăмĕш класс ачи.

Физика, математика, географи предмечĕсемпе ытларах кăсăкланнине, пушă вăхăт тупăнсанах илемлĕ литература вулама кăмăлланине пĕлтерет.

– Çирĕп пĕлÿ хамшăнах пулнине чухласа ăс-хакăла пуянлататăп, – калаçăва тăсать çÿллĕрех кĕлеткеллĕ Егор. Вăл вĕренÿри ăнтăлушăн Президент стипендине тивĕçнĕ.

– Ырă хыпара илтсен чун-чĕререн савăнтăм. Президент стипендийĕ хавхалану хушрĕ, – палăртать стипендиат.

Укçа-тенкĕне тĕллевлĕ тăкаклама шутлать, вĕренÿ хатĕрĕсем туянасшăн.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 марта 2012
00:00
Поделиться
;