Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕксем пахалăхсăр шыв ĕçмеççĕ

Район хаçатне вулакан пирĕнпе тачă çыхăнура пулни питех те аван. Акă иртнĕ кунсенче редакцие Элĕк салинче пурăнакан Ю.Макароваран çыру килчĕ. «Этем организмĕшĕн усăллă мĕнле микроэлементсемпе пуян Элĕкре усă куракан шыв; Тата сиенлĕ япаласем пур-и унта;» – тенĕ çырура кĕскен.

Хуравне вара хаçат урлă пама ыйтнă. Ку пĕлтĕрĕшлĕ ыйту пулнăран Çĕмĕрлери гигиенăпа эпидемиологи центрĕн филиалĕн Элĕкри уйрăмĕн специалисчĕсемпе çыхăнтăмăр.

Е.В.Ивановапа Р.Х.Данилова эпидемиолог-врача пулăшакансем Элĕк шывĕ çинчен туллин каласа пачĕç.

– Райцентрта пурăнакан çынсем патне çитекен шыва уйăхсерен тĕрĕслетпĕр. 20 тĕрлĕ анализ туса ирттеретпĕр. Шывра мĕнле микрохутăшсем пурине тĕпчетпĕр. Вĕсем этем организмĕшĕн сиенлĕ марине палăртатпăр, – ăнлантарчĕç специалистсем.

Элĕк салинче усă куркан шывра литий, бор микроэлементсен виçи палăртнинчен кăштах пысăкрах. Анчах та вĕсем çын организмĕшĕн çав тери сиенлĕ мар.

– Литий нумаййи шыв хытăрах пулнине çирĕплетет. Бор микрохутăшлă шыва ĕçсен этемĕн кĕлетке виçи чакать. Паллах, нумай пулсан çеç. Ытти çĕрти пекех Элĕк шывĕнче йод, фтор çитмест. Йод çителĕксĕрри зоб чирне пуçарать. Фтор çукки вара шăлсене сиенлетет, кариес пуçланать, – палăртрĕç эпидемиолог-врача пулăшакансем. – Район больницин территорийĕнче вырнаçнă башньăри шыва вара Элĕкре усă курнинчен çемçерех. Унта литий, бор микроэлементсем пачах та çук. Ку паллах, çын сывлăхĕшĕн усăллă. Вĕренÿ çулĕ пуçланиччен кашни шкултах çирĕп тĕрĕслев ирттеретпĕр. Шыв пахалăхне палартатпăр. Çавăн пекех ачасен ĕçпе кану лагерĕсем ĕçе пуçличчен тепĕр хут шкулсенче санитарипе эпидеми тĕрĕслевĕ иртет, ача сачĕсем те тимлĕхсĕр юлмаççĕ.

Шыва апат-çимĕç валли усă курнă чухне ăна вĕретмеллине палăртрĕç специалистсем. Çапла тусан шыври сиенлĕ тĕрлĕ микрохутăшсен виçи палăрмаллах чакать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 марта 2012
00:00
Поделиться
;