Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Спортпа кĕнеке - яланах юнашар

Çакăн пек тематика каçне йĕркелерĕç районти тĕп вулавăш ĕçченĕсем «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕнче. Ăна хамăрăн ентеше – спорт ветеранне, нумай çул педагогикăра тăрăшнă Н.Ларионов поэт-прозаика халалланă. 2012 çул Никита Ларионовичăн – юбилей çулталăкĕ, 80 çул тултарчĕ. Вăл 1932 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнче Кармал Тени ялĕнче çуралнă. 40 çул ытла тăван республикăри шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине тата физкультура вĕрентнĕ, хăвăрт утассипе СССР спорт мастерĕ.

Унăн «Йĕпкĕн хĕрлĕ хăю», «Олимп каçалăкĕ» кĕнекесем пичетленсе тухнă. Çыравçă республикăри тата район хаçачĕсемпе çыхăну тытать.

Спортран та, литература ĕçĕнчен те паян кун та уйрăлмасть Никита Ларионович. Вăл халĕ те ăмăртусене хутшăнать, çитĕнÿсем тăвать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 марта 2012
00:00
Поделиться
;